Çарăмсанра Учÿк иртрĕ
Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи тĕне кĕмен чăвашсем учÿк ирттерсе лайăх çанталăк ыйтрĕç.
Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнчи тĕне кĕмен чăвашсем май уйăхĕн 31-мĕшĕнче учÿк йăлине ирттерчĕç. Авалхи йăлана вĕсем пĕр çул та паллă тумасăр юлмаççĕ, йĕрки манăçман кунта.Учÿка Çимĕк хыççăн çиччĕмĕш кунне ирттереççĕ. Йăлана вĕсем ытларикунах пуçлаççĕ иккен, йӗркине аван чухлакан ватă виçĕ çын çав кун Çĕр, Хĕвел тата Сарпай турăсенчен йăлана ирттерме пил ыйтма каяççĕ. Çăл шывĕ илсе килсе 7 пашалу пĕçереççĕ, тĕп мешехе ял халăхĕпе пĕрле кӗçнерникун киремет вырăнĕнче иртет. Çак кун выльăх пусса виçĕ хуранпа тĕрлĕ кĕрперен пăтă пĕçерсе Турăсенчен ăшă çумăр, пуян тухăç, ял çийĕн усал-тĕселе сирме ыйтаççĕ чăвашсем. Кăçал та çаплах пулчĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев