Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çарăмсан (Черемшанский)

Ӗçченсен пурнăç ăнать

Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелӗнче пу­рă­накан Валентина Аркадьевна Иванова (Толстова) 36 çул тăршшӗ Фрунзе ятлă колхозра ӗçленӗ. 7 класс вӗçлесенех колхоза ӗçе çӳреме пуçланă вăл. 18 çул тултарсан вара маттур, çамрăк хӗре тин салтакран таврăннă Валерий Иванов куç хывать, юратса пăрахать. Вăрах тăмасăрах ялта туй кӗрлет, çамрăксем çемье çавăраççӗ. Валентина лăпкă та...

Çарăмсан районӗнчи Йăвашкелӗнче пу­рă­накан Валентина Аркадьевна Иванова (Толстова) 36 çул тăршшӗ Фрунзе ятлă колхозра ӗçленӗ. 7 класс вӗçлесенех колхоза ӗçе çӳреме пуçланă вăл.
18 çул тултарсан вара маттур, çамрăк хӗре тин салтакран таврăннă Валерий Иванов куç хывать, юратса пăрахать. Вăрах тăмасăрах ялта туй кӗрлет, çамрăксем çемье çавăраççӗ. Валентина лăпкă та йӗркеллӗ пурăнакан Ивановсен çемйине кин пулса кӗрет. Хуняшшӗпе хунямăшӗ çӗнӗ кине юратса йышăнаççӗ, хăйсен хӗрӗ пекех пăхаççӗ. Тепӗр çултанах Валентинăна пысăк хуйхă кӗтет, унăн ашшӗ Аркадий сарăмсăр вилсе каять. Валентинăн амăшӗ 9 ачапа тăрса юлать. Турри çапла çырнă пуль, сыв­висен пурăнмаллах...
Вăл вăхăтра колхоз фермисем пысăк пулнă, никама та килте ӗçсӗр лартман. Çамрăк кине Валентинăна та фермăна ӗçлеме чӗнеççӗ. Вăл хирӗç пулмасть. Малтан пăрусем пăхать, унтан ӗне сăвать. Ун чухне алăпа сунă. Лайăх, тăрăшса ӗçленине кура Валентина Аркадьевнăн сăнӳкерчӗкӗ темиçе çул тăршшӗ хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Унăн мăшăрӗ Валерий Николаевич та мӗн пенсие тухиччен çак колхозра шоферта ӗçленӗ.
Мăшăр пӗр-пӗринпе килӗштерсе, юратса 47 çул пурăнать. Тăватă ывăлпа пӗр хӗр çуратса ӳстерсе, вӗрентсе пурнăç çулӗ çине тăратнă. Ывăлӗсем Олегпа Гена ялтах тӗпленнӗ, çурт лартса çемье çавăрнă. Кӗçӗн ывăлӗ хăйсемпе пурăнать. Ывăлӗсемпе кинӗсем ашшӗ-амăшне питӗ хисеплеççӗ, пулăшаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев