Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ Шуçăм (Новошешминский)

Район медикӗсем те хирте

Çӗр ӗçченӗ патне кун пек тимлӗх хальччен ниçта та пулманччӗ-тӗр-ха. Тырçи умӗн хăрушсăрлăх техники çинчен асăрхаттарса алă пустаратчӗç те, çавăнпа çырлахатчӗç...

Çӗр ӗçченӗ патне кун пек тимлӗх хальччен пулманччӗ-тӗр-ха. Хăрушсăрлăх техники çинчен асăрхаттарса алă пустаратчӗç те, çавăнпа çырлахатчӗç. Кăçал Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи медицина ӗçченӗсем тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗç. Тырçи вăхăтӗнче ӗçре суранланас хăрушлăх пысăккине палăртса вӗсем вырмана хутшăнакан ял хуçалăх ӗçченӗсен сывлăхне тӗрӗслессине вăйлатнă. Çак тӗллевпе кунти медиксем хирсене тухма та ӳркенмен. Вӗсем механизаторсемпе тӗл пулса чӗрепе юн тымарӗсен системин чирӗсенчен профилактика мӗнле тумалли çинчен каласа панă, кашни комбайнерăн юн пусăмне тӗрӗсленӗ, шăрăха мӗнле чăтса ирттермелли пирки сӗнӳсем панă, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Вырма пуçланнăранпа районти медицина ӗçченӗсем 200 ытла ял хуçалăх ӗçченне тӗрӗслеме ӗлкӗрнӗ. Вӗсенчен 10-шӗн юн пусăмӗ пысăккине асăрхасен, вӗсене рекомендацисем панă. Çаплах техника çинчи пӗрремӗш пулăшу аптечки те вӗсен тимлӗхӗсӗр юлман. Чи кирлӗ препаратсем пуррипе çуккине тӗрӗсленӗ вӗсем. Чӗри хавшакраххисене вара инфаркт, инсульт симптомӗсене асăрхасан пӗрремӗш пулăшу мӗнле памалли çинчен буклетсем валеçнӗ. (Сăнӳкерчӗк www.agro.tatarstan.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство