Ял-йыш пӗрле пуçтарăнсан
Чăваш Шупашкарӗнче пурăнакансем ял кунне паллă турӗç
Çӗнӗ Шуçăм районӗнче пӗр Чăваш Шупашкарӗ кăна чăваш культурине аталантарассипе ăнăçлăн ӗçлет. Йăлари чăваш культурине ялăн аталану никӗсне кӗртес тесе тăрăшаççӗ кунта. Аслисен ансамблӗ те, уйрăм юрлакансем те, ача-пăча ушкăнӗ те пур вӗсен. Çак ял артисчӗсем пурте июлӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ «Савнă ялăм – Чăваш Шупашкарӗ» ятлă уява хутшăнчӗç. Пӗлтӗр ăна шупашкарсем грант илсе ирттернӗччӗ. Кăçал – çынсем ыйтнипе.
Патша саманинче пӗр чăваш, Йăван ятлăскер, улпут патӗнче тарçăра тăракан крепостной çемьери хӗрпе паллашать. Пӗр-пӗринпе уйрăлас мар тесе вӗсем Шупашкарти пуянăн килӗнчен тараççӗ. Пӗр кунхине вӗсем икӗ сăрт хушшинчен юхакан çырма хӗррине чарăнаççӗ. Çырансенчен çăлкуçсем тапса тăнă, юханшыв леш енче вăрман кашланă. Çакăнта чарăнма шутлаççӗ те. Каярах вӗсем патне тата çемьесем киле-киле чарăнаççӗ, çуртсем лартма тытăнаççӗ. Часах турчăка евӗр урам ӳссе ларать. Вара таркăн тарçăсен çулпуçӗ Йăван: «Кунта Шупашкар пулать!» – тесе каланă тет. Çакăнтан Кӗçӗн Çарăмсан юханшывӗ хӗрринчи ялăн историйӗ пуçланать.
Мӗнле кӗтместӗн тет кун пек праçнике? Çынсем нумайăшӗ кил-çурчӗсене, умӗсене тирпейленӗ, хăшӗсем хӳмисене сăрланă. Пысăк ӗçсене пӗрле тăвасси те йăлана çаврăнса пырать кунта. Тӗслӗхрен, ял масарне тасатасси, йывăçсем лартасси тата ытти те. Хăйӗн уявне кӗтекен ял капăрланать. Урамри сцена çинче чăваш тӗрриллӗ баннерсем, шарсем, ялавсем вӗлкӗшсе тăраççӗ. Шкулăн футбол площадкине уяв валли вӗрентекенсен тата культура ӗçченӗсен коллективӗсем илемлетнӗ. Ял хутлăхӗн Ӗçтăвкомӗнче ӗçлекенсем те пулăшнă вӗсене. «Туй тесен выртан каска та вырăнтан хускалнă», – тесе ахальтен каламаççӗ пуль çав.
Наталья Николаева. Автор сăнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев