Зоринӑн коллекцийӗнче пӗтӗм Раҫҫей илемӗ
Тӗрлӗ жанрсемпе ӳкернӗ картинӑсем хушшинче Чӑваш Республикинчен те пур
Хусанти Туслӑх Ҫурчӗн 1-мӗш хутӗнче РФ Общество палатин Халӑхсем тата конфессисем хушшинчи килӗшӳллӗ хутшӑнусен комиссийӗн Председателӗн Владимир Зоринӑн ҫемье коллекцийӗнчи картинӑсен куравӗ ӗҫлет.Ӑна январӗн 29-мӗшӗнче уҫрӗҫ.
"Ҫак вернисажра тӑратнӑ ӳкерчӗксен куравӗ пирӗн ҫемьери 450 картинӑн пӗр пайӗ. Коллекци пирӗн ҫемьере 30 ҫула яхӑн пухӑнса пырать. Унӑн ячӗ "Вырӑс провинцийӗн XX ӗмӗр вӗҫӗн – XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи живопись", – терӗ Владимир Зорин хӑнасемпе журналистсем курава курса ҫаврӑнсан. Туслӑх Ҫуртӗнче тӑратнӑ 40 ӗҫре Владимир, Киров, Иркутск, Чулхула, Тверь, Оренбург, Самар, Пенза, Липецк, Мускав облаҫӗсемпе Тутарстан, Чӑваш Ен, Марий Эл, Чечня, Крым республикисен пейзажӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев