Сувар

Хастар çамрăксен хваттерлӗ пулса тăма май пур

Конкурсра хутшăнма 18-30 çулти ТР çамрăксен политикин лидерӗсене, хастарӗсене (ученăйсене 35 çул таранччен) йыхравлаççӗ, вӗсен прописки Тутарстан Республикинче пулмалла

2019 çулта социаллă ипотекăпа çурт-йӗр илес текен çамрăксен хушшинче ирттернӗ конкурс тăрăх 62 хваттер çӗнӗ хуçаллă пулса тăрать. Çакăн çинчен журналистсене Социаллă ипотека программин Çамрăксен çурт-йӗр конкурсӗн исполнительнăй директорӗ Наиль Вальшин пӗлтернӗ. 
Конкурса 2012 çултанпа ирттереççӗ. Çулсерен унта 49 çӗнтерӳçе палăртаççӗ, вӗсен социаллă ипотека программинче хутшăнма май пулать. Кăçал çӗнтерӳçӗсен шучӗ ӳссе 62 çынна çитнӗ, мӗншӗн тесен унта пӗлтӗрхи 13 çӗнтерӳçӗ те хушăннă.
2012 çултанпа хăйсен хваттерӗсемлӗ 217 çамрăк пулса тăнă.
Заявитель конкурсра çӗнтернӗ хыççăн вăл тӳрех Госжилфондра регистрациленет, ăна номер парăнать. Çамрăк малтанласа хатӗрлекен списоксенче 3 çул черетре тăмасть, тӳрех личный кабинетне кӗреет. Кирлӗ хакăн 10 процентне тӳленӗ хыççăн унăн хваттер суйлама ирӗк пулать, вăл Патшалăх çурт-йӗр фончӗн черетлӗ розыгрышне хутшăнаять.
Конкурсра хутшăнма 18-30 çулти ТР çамрăксен политикин лидерӗсене, хастарӗсене (ученăйсем 35 çул таранччен) йыхравлаççӗ, вӗсен прописки Тутарстан Республикинче пулмалла.    
Июнӗн 24-мӗшӗнче конкурса заявкăсем йышăнма тытăннă, вăл тапхăр августăн 27-мӗшӗччен тăсăлать. Конкурс результачӗсем сентябрӗн 20-мӗшӗнче паллă пулаççӗ.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: