Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тинӗс хӗрри чунташсене кӗтет

Анчах пысӑк политика чӑвашсен маршрутне улӑштарчӗ. Ҫӗршыв ертӳҫине тӗрлӗрен начар сӑмахсемпе ятлакансем патне каймаҫҫӗ чунташсем. 

Кашни ҫул Шупашкарта пурӑнакан чӑваш энтузиасчĕсем пирӗн халӑхпа, унӑн историйӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене кайса килеҫҫӗ. Вӗсен ҫулӗ тӗрлӗ ҫулсенче Кавказа, Алтая, Ҫӗпӗре, Украинăна, Молдавине, Азербайджана тата ытти ҫӗршывсене выртрӗ. Пур ҫӗрте те хастар йӑхташсем чӑваш йӑлисене туса ирттереҫҫӗ, вырӑнти влаҫсемпе калаҫса килӗшсе юпа лараҫҫӗ. Кунта ӗлӗк чӑвашсен ҫулӗ иртнӗ тесе. Ҫапла географи карти ҫинче пирӗн халӑхӑн историне аса илтерекен юпа-палӑксем ҫӗкленеҫҫӗ.

Каласа хӑвармалла, ку ӗҫе Чӑваш ҫамрӑкӗсен "Сӑвар" пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Цыпленков (вӑлах Ультияр) тата ӑна пулӑшакансем никамран пулӑшу ыйтмасӑрах, хӑйсен вӑйӗсемпе нимелле тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем  халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессишӗн тунӑ дипломатилле ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк. Шел пулин те ӑна кабинетрисем асӑрхасшӑнах мар, пирӗн тӑван чӗлхепе, юрӑ-ташӑпа, чӑвашсен авалхи йӑлисемпе тӗнчери халӑхсене тивӗҫлӗ шайра паллаштарса ҫӳренине хакламаҫҫӗ. Шутласа пӑхсан, Ультияр тӑвакан ӗҫе Петӗр Хусанкайӑн элчелӗхӗпе танлаштарма пулать. Ӑна вара пулӑшма мар, пантюркизмра айӑплама та хӑтланакансем пур. Вӑл хумсемпе О. Цыпленков кӗрешсе те ывӑнчӗ пуль ӗнтӗ, 1991-мӗш ҫултанпа чӑваш чунлӑ ҫамрӑксене ертсе пырать. 

Пӗлтӗр чунҫӳревҫӗсем Краснодар крайӗнчи Тамань ҫурутравӗнче Фанагори хулашӗн ҫывӑхӗнче лартнӑ чул палӑк патӗнче П.П.Хусанкай сӑввисене вулакансем хушшинче литература конкурсӗ ирттернӗ. Крымри чӑвашсемпе тӗлпулнӑ. Кӑҫал Грузине каймаллаччӗ. 

 Анчах политика чӑвашсен маршрутне улӑштарчӗ. Ҫӗршыв ертӳҫине тӗрлӗрен начар сӑмахсемпе ятлакансем патне каймаҫҫӗ чунташсем. Акӑ мӗн ҫырать паян чунҫӳреве тухнӑ чӑвашсен ҫулпуҫӗ Ультияр: 

 "Грузине кăçал каясси пулмарĕ ĕнтĕ, çавăнпа та кăçалхи Чунçÿрев утă (июль) уйĕхĕн 27-мĕш кунĕнчен пуçласа ҫурла(август) уйӑхĕн 4-мĕш кунĕччен çак маршрутпа иртет: В. Сăвар (Шупашкар) — Çеçпĕл — Тикеш —Арапуç (Митта вилтăпри) —Турхан (Кокель музейĕ)—Çĕньял (Айхи вилтăпри) — Çăрттанлă (юпа лартатпăр) –Хăнакури (Фанагория) –В. Сăвар.

 Хăнакурире хамăр лартнă палăка тирпейлетпĕр, така пусса ваттисене асăнатпăр, кайран 3-4 кун тинĕс хĕрринче канатпăр".

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев