Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял уявӗнче Раççей чемпионки те пурччӗ

Рио де Жанейрори Олимп вăййисене хутшăннă, ирӗклӗ кӗрешессипе Раççей чемпионки Инна Тражукова ял уявне килни хăйне пӗр сенсаци пулчӗ. Кунта вăл кукашшӗпе кукамăшне Викторпа Зинаида Салифановсене 50 çул пӗрле пурăннипе чысланă çӗре хутшăнчӗ

Кашни çул мӗн те пулин çӗннине шутласа кăлараççӗ хулаçырмисем ял уявне палăртнă чух. Кăçалхи, паллах, пурин асӗнче те кино хăтлавӗпе асра юлӗ. Владимир Карсаков режиссерăн çак ялта çуралса ӳснӗ паллă ентешӗмӗр Николай Угаслов çинчен ӳкернӗ илемлӗ киновӗнче çур ял  ӳкерӗннӗ темелле. Çавăнпа кино хăтлавӗнче залра çын çапса хӗснӗ пекехчӗ. Сывламасăр тенӗ пек пăхса ларчӗç кинокартинăна хулаçырмисем.

Рио де Жанейрори Олимп вăййисене хутшăннă, ирӗклӗ кӗрешессипе Раççей чемпионки Инна Тражукова ял уявне килни хăйне пӗр сенсаци пулчӗ. Кунта вăл кукашшӗпе кукамăшне Викторпа Зинаида Салифановсене 50 çул пӗрле пурăннипе чысланă çӗре хутшăнчӗ. Пӗлтерӗшлӗ пулăмсен шутне ыркăмăллăх ярмăрккине те кӗртмелле. Ăна «Радуга добра» ыркăмăллăх фончӗн директорӗ Валентина Бушуева йӗркелерӗ. Пуçтарăннă укçа онкологипе чирлӗ Ринат Сайфеуллова пулăшма каять. Паллах, ытти çулсенчи пекех спорт ăмăртăвӗсем те активлă иртрӗç.

Хулаçырми ял кунӗ йăлана кӗнӗ тăрăх Богоявлени чиркӗвӗнче ирхи литургипе пуçланчӗ. Унта Çӗпрел район пуçлăхӗ Марат Гафаров, Николай Угаслов хутшăнчӗç. Пуçтарăннă халăха престол праçникӗпе – Турра шыва кӗртнӗ ятпа, Кăшарнипе, саламларӗç.

Мероприятин официаллă пайӗ Культура çуртӗнче иртрӗ. Кунта пултарулăх ушкăнӗн концертне курса савăнма, ал ăстисен куравӗпе паллашма, ыркăмăллăх акцине хутшăнма май пулчӗ.

Ял пурнăçне активлă хутшăнакансене, культура, социаллă сфера ӗçӗнче палăрнисене, ыркăмăллăхçăсене район пуçлăхӗ Марат Гафаров, Хулаçырми ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Салифанов, ТР ЧНКА ятӗнчен Хисеп хучӗсемпе, Тав çырăвӗсемпе палăртрӗç.

Культура çуртӗнче концерт пынă шкултан инçе мар хоккей ăмăртăвӗ хӗрсе пычӗ. Кăçал унта Тутарстанпа Ульяновск облаçӗн командисем хутшăнчӗç. Çӗнтерӳ кубокӗ хулаçырмисенче юлчӗ.

Тӗплӗнрех кун пирки «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пултаратăр. (С.Трифонов сăнӳкерчӗкӗсем).

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День села