Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пуласлӑха ҫул уҫса

"Мобильлӗ приложенисене туса хатӗрлесси" компетенцире ҫӗнтернӗ Тутарстан каччи Тимерлан Рахматуллин ӑмӑртӑва хатӗрлене-хатӗрлене 5 килограма ҫӳхелнӗ

Ытти профессисемпе пӗрле Хусанта иртнӗ Ылтӑн алӑсен чемпионатӗнче пуласлӑхра анлӑ сарӑлмалли специальноҫсемпе те ӑмӑрту иртнӗ. Future Skills ӑмӑртӑвӗсем тӗнче чемпионачӗн шутне кӗмеҫҫӗ, ҫапах унти 25 компетенцире 17 ҫӗршывран 170 ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ. 

"Мобильлӗ приложенисене туса хатӗрлесси" компетенцире ҫӗнтернӗ Тутарстан каччи Тимерлан Рахматуллин ӑмӑртӑва хатӗрлене-хатӗрлене 5 килограма ҫӳхелнӗ. 

"Эпӗ йӑлтах туса ӗлкӗртӗм, ҫакӑншӑн питӗ хӗпӗртетӗп", – тесе каланӑ ҫӗнтерӳҫӗ журналистсене. 

WorldSkills чемпионатра çӳллӗ технологиллӗ производство тата цифра экономики шайӗнче перспективлă профессисемпе ăмăртусене пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. 

«Татар-информ» сăнӳкерчӗкӗсем

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: WorldSkills