Шупашкарта чăвашсем ăçта кайса кӗнӗ?
«Ч» саспаллие халалланă Чăваш пичет кунӗнче йӗркелӳçӗсем сценари çырнă чух «ч» саспаллирен пуçланакан сăмахсен йышне «Чебурашка», «чебуреки», А.Московскин «Чу-ча-чи» таранах кӗртнӗ, «чăваш» сăмаха вара темшӗн маннă, те ăнсăртран, те юри.
Çапах та уявăн тӗп сăнарӗсем – журналистсем – патне таврăнар-ха. Чăваш Енре регистрациленнӗ массăллă хыпар хатӗрӗсем паянхи кун пӗтӗмпе 89, вӗсенчен 73-шӗ пичет кăларăмӗсем. Эппин, хаçат вулать-ха кунта халăх. Пичет министрӗ Михаил Анисимов сăмахӗсемпе, Елчӗк, Пăрачкав, Йӗпреç, Хӗрлӗ Чутай райхаçачӗсене районсенчи кашни иккӗмӗш çемье çырăнать. Паллах, хаçатăн тӗшшине тăвакансем – кунне-çӗрне пӗлмесӗр ӗçлекен журналистсем. Регион Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев журналистсемпе полиграфистсене тăрăшуллă ӗçшӗн тав туса саламланă май, объективлăхпа яваплăх çинчен манмалла маррине тепӗр хут аса илтерчӗ. Америкăпа Европăри пурнăçа ятарласа мухтаса çыракансем хыççăн кайса халăха пăтратасран сыхланма ыйтрӗ.
Пичет, теле-радио журналисчӗсен ӗçӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, 2019 çулта та тухăçлă ӗçленӗ вӗсем. Тӗрлӗ шайри наградăсене илме сцена çине хăпаракансем кăçал та сахалăн марччӗ. Чăваш журналисчӗсен ӗçне пӗтӗмлетес йăла та кунта ӗнер-паян кăна пуçланман, 40 çула яхăн. Çак вăхăтра 100 ытла çынна, çав шутра «Сувар» хаçата та, чысланă. Кăçал Çемен Элкер ячӗллӗ премие пирӗн ентеш, Çӗпрел чăвашӗ, Наци телерадиокомпани директорӗн çумӗ Александр Магарин, Николай Никольский ячӗллӗ премие «Хыпар» хаçат корреспонденчӗ Андрей Михайлов, Леонид Ильинăн премине Етӗрне район хаçачӗн редакторӗпе Екатерина Казаковăпа «Чувашия» телерадиокомпанин продюсерӗ Екатерина Фомина тивӗçрӗç. Ӗçтешсене пурне те çак хисепе тивӗçнӗ ятпа эпир те чунтан саламлатпăр. Малашне те пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. (Сăнӳкерчӗксем cap.ru сайтран).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Комментарии
0
0
Салам, тӑван Тутарстанри чӑвашсем! Статья пуҫламӑшĕ пиииитĕ чуна пырса тиврĕ. Анчах та вĕҫĕ... Каҫару ыйтап, статья пуҫламӑшне вуланӑ чух, ҫак кунччен пуҫа пырса кĕмен шухӑш пырса кĕчĕ! Мĕнле вӑйлӑ вĕт-ха, Чӑвашсен Чӑваш республикинче ҫеҫ мар пурӑнакан Чӑвашсен кашни республикӑра, облӑҫра хӑйсен уйрӑм хаҫачĕсем тухса тӑни! Сирте вӑй! Эсир ҫеҫ кунти (Чӑвашри) ҫитменлĕхсене тӳремĕн ҫырса пирĕн хупӑнма пуҫланӑ куҫӑмӑрссене уҫассии. Сирте вӑй, хисеплĕ Сувар хаҫатӑмӑр! Ан вӑтанӑр, ан именĕр ҫитменлĕхĕн питне сӑнласа кӑтартма. P. S. Кунтисем шикленеҫҫĕ, тĕрĕссине ҫырсан, укҫа паракан юлмасть-ҫке! Тавах сире!
0
0