Сувар

Тырра ют ҫӗршыва сутасшӑн

Ҫавӑн пекех агропромышленноҫ комплексӗн продукцийӗн экспортне те пилӗк ҫултан икӗ хут ӳстересшӗн, вӑтам тата пӗчӗк бизнес компанийӗсене экспортер тӑвасшӑн. 

 2024 ҫул тӗлне Тутарстан промышленноҫ продукцийӗн экспортне икӗ хут ӳстерме палӑртать. Ҫакна республика «Международная кооперация и экспорт» наци программине тума хатӗрленет. Ҫавӑн пекех агропромышленноҫ комплексӗн продукцийӗн экспортне те пилӗк ҫултан икӗ хут ӳстересшӗн, вӑтам тата пӗчӗк бизнес компанийӗсене экспортер тӑвасшӑн. 

Реклама

Унсӑр пуҫне, нацпроектпа килӗшӳллӗн, регионри 2.0 экспорт стандартне кӗртесшӗн. Пуҫлӑхсен шучӗпе ҫакӑ экспортерсен шутне, экспорт продукцийӗн калӑпӑшне ӳстерме пулӑшать.

«Международная кооперация и экспорт» нацпроект 2018 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен пырать. 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: