Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗҫ ҫыннисен ялавӗ августӑн 22-мӗшӗнче Хусана ҫитет

Эстафета пынӑ хушӑра ялава 20 патшалӑха тата Раҫҫейри 24 региона илсе ҫитернӗ

Августӑн 10-мӗшӗнче WorldSkills ялавӗ Тукай, Менделеевск районӗсенче тата Ҫырчаллинче пулса курчӗ. 

12-мӗшӗнче эстафета Течче ҫитет, 16-мӗшӗнче Ҫӳльту районне. 17-мӗшӗнче ялава Тюлячи районӗнче йышӑнӗҫ. Пур ҫӗрте те чаплӑ церемонисем йӗркелеҫҫӗ, Универсиада факелне кӗтсе илнӗ пекех.

Профессионаллӑ ӑсталӑхпа тӗнче чемпионачӗн символне августӑн 22-мӗшӗнче "Казань-Арена" стадионра кӗтеҫҫӗ. Унта фестивале уҫас церемони пулӗ.  

Аса илтеретпӗр, эстафета 2017 ҫулхи октябрӗн 21-мӗшӗнче Сочири ҫамрӑксемпе студентсен XIX Пӗтӗмтӗнчери фестивалӗнче тапранчӗ. Чемпионат пуҫланиччен ялав республикӑри кашни районра пулса курмалла.

Са́ӳкерчӗксем Ҫврчалли мэрийӗн тата Worldskills Kazan сайчӗсенчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: WorldSkills Kazan 2019