Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Общество

Чăваш халапне мӗншӗн Франци тӗпчет?

Францири чӗлхеçӗ çак кунсенче студентсемпе пӗрле Чăваш Республикин Куславкка районĕнчи Пушкăрт ялне экспедицие килет...

Нумай пулмасть Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх архивне чăваш халлапĕсен чĕлхин тĕпчевçи Никитина Татьяна Владимировна килсе çитрĕ. Францирен. Вăл унта Парижра пурăнать. Ĕçлессе вăл хăй Францири Ăслăлăх тĕпчевĕсем ирттерекен наци институтĕнче (Национальный институт научных исследований) ĕçлет. Вырăсла, французла пĕлет. Чăвашла та вĕренесшĕн. Халиччен вăл казах, пушкăрт чĕлхипе ĕçленĕ. «Чăваш чĕлхи питĕ илемлĕ. Ытти тĕрĕк чĕлхисенчен хăйне уйрам чĕлхе», – тесе палăртать тĕпчевçĕ.

Никитина Татьяна Владимировна чăваш халăх сăмахлăхĕпе – халлапсемпе – кăсăкланать. Вĕсене вăл лингвистика (чĕлхе) енчен тĕпчет. Антон Кириллович тĕпчевçĕ пуçтарнă халлапсен аудиозапиçĕсемпе усă курса чăваш халлапĕсен электронлă корпусне тăвасшăн. Каярах вĕсене вăл акăлчанла куçарасшăн. Чăваш чĕлхи – авалхи чĕлхе. Ют çĕршывсенче чăваш чĕлхи çинчен пит пĕлсех каймаççĕ, çавăнпа вăл çак ĕçе пуçăннă. Чăваш чĕлхине тĕнчене кăтартасшăн, итлеттересшĕн. Унăн ĕçĕ çăмăл мар. Хăвăрт пулакан та мар. Пурпĕр Татьяна Владимировна хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать, кашни текста тимлĕх уйăрать. Т.В.Никитина Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх архивĕ пуян иккенне палăртать, питĕ мухтать.

Татьяна – чăваш хĕрĕ. Унăн ашшĕ – Никитин Владимир Николаевич – чăваш. Вăл Ленинграда вĕренме кайнă та унтах юлнă. Владимир Николаевичăн ашшĕпе (Николай Никитич) амăшĕ (Муза Яковлевна) Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи чăваш ялĕнчен. Лапракассинчен. Халĕ Чăваш Республикин Етĕрне районне кĕрет.

Татьяна çак кунсенче Санкт-Петербургри Высшая школа экономики институтĕнчи танлаштаруллă лингвитикăпа литературоведени уйрăмӗн студенчĕсемпе Чăваш Республикин Куславкка районĕнчи Пушкăрт ялне экспедицие килет. Студентсем тата преподавательсем унта иккĕмĕш çул Санкт-Петербургран чăваш чĕлхине тĕпчеме килеççĕ. Вал ялти чăвашсем хăйне уйрăм, ниçта тĕл пулман диалектпа калаçаççе тесе палăртаççĕ тĕпчевçĕсем. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России