Любовь Ефимовна ВЕСЕЛОВА  76 çул тултарчӗ
Поздравления

Любовь Ефимовна ВЕСЕЛОВА 76 çул тултарчӗ

Элкел районӗнчи Кивӗ Тахтал ялӗнче пурăнакан хаклăран та хаклă çыннăмăр Любовь Ефимовна ВЕСЕЛОВА  ноябрӗн 28-мӗшӗнче 76 çул тултарать. Юратнă аннене, кукамая çуралнă кун ячӗпе чун-чӗререн ăшшăн саламлатпăр! Тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпăр сана – тулăх пурнăç, тулли телей те ăнăçу. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр, пирӗн тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăн. Ачусен тата мăнукусен пархатарне ӗмӗр-ӗмӗр курмалла пултăр. Сăмах çитмест сана пуриншӗн те тав тума. Эсӗ пирӗншӗн чăн-чăн тӗслӗх.

Эс пуртан тăван кил ăшши

Пире чӗнет йыхрав ярса. 

Аннемӗр, пурăн ӗмӗр сывă

Пире тӗрек, вăй-хал парса. 

 

Саламлакансем: хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем тата кӗçӗн мăнукӗсем.

 

Нет комментариев