Аксу районӗнче «Мастер по дереву» халӑх промыслисен пултарулӑх мастерскойӗнче ӳнерçӗ-скульптор Андрей Бикмуллин Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе ачасемпе çамрӑксене йывӑçран касса кӑларас ӑсталӑха вӗрентет. Кун пирки вырăнти «Сельская новь» хаçат пӗлтерет.
Проектӑн тӗп тӗллевӗ – Аксу районӗнче çитӗнекен ӑру хушшинче йывӑçран касса кӑларакан мастерской йӗркелесе ал ӗçӗсемпе интересленессине сарасси.
Йывӑçпа ӗçлесси çӑмӑл ӗç мар, кунта тӑрӑшулӑх, тимлӗх тата вӑй-хал кирлӗ. Шӑпах çакӑ ачасене яваплӑха, тирпейлӗхе, ӗçченлӗхе вӗрентет. Занятисем вӑхӑтӗнче вӗренекенсем йывӑçа тирпейлемелли тӗрлӗ техникӑпа паллашаççӗ, тӗрлӗ инструментсемпе усă кураççӗ.
Сăнӳкерчӗксем aksubayevo.tatarstan.ru сайтран.
Нет комментариев