Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Аксуран хӗллехи кучченеç

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗсем). Аксу районӗнче пӗчӗк бизнес хальхи вăхăтра промышленность масштабӗсене çитиех çӗкленеймен пулсан та, унăн аталанăвӗ пысăк темп илни сисӗнет. Ялсенчи çынсеме выльăх-чӗрлӗх ӗрчетсе тырпул çитӗнтерессипе çеç аппаланмаççӗ, ял хуçалăхӗн ытти енӗсене те аталантараççӗ. Тӗслӗхрен, Кивӗ Мăкшел ялӗнче кăмпа ӳстереççӗ. Вешенка. Ял çыннисене ӗçпе тивӗçтерме пулăшас тесе ку...

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗсем). Аксу районӗнче пӗчӗк бизнес хальхи вăхăтра промышленность масштабӗсене çитиех çӗкленеймен пулсан та, унăн аталанăвӗ пысăк темп илни сисӗнет. Ялсенчи çынсеме выльăх-чӗрлӗх ӗрчетсе тырпул çитӗнтерессипе çеç аппаланмаççӗ, ял хуçалăхӗн ытти енӗсене те аталантараççӗ. Тӗслӗхрен, Кивӗ Мăкшел ялӗнче кăмпа ӳстереççӗ. Вешенка. Ял çыннисене ӗçпе тивӗçтерме пулăшас тесе ку ӗçе Анатолий Самаренкин йӗркелесе янă.

Лайăх ӳсет

Малтан колхозăн юхăннă гаражне саплакаласа кăна тытăнса пăхас тенӗ. Те каять-ха? Теветкеллӗ вӗт. Çимӗç лайăх ӳсе пуçласан вара пуçланă тӗрлӗрен экспериментсем ирттерме. Лаптăка темиçе пая пайласа вӗсенче тӗрлӗрен сортлă вешенка ӳстерме тытăннă кивмăкшелсем.

Нӳр пулсан

Вешенка кăмпи (словарьте унăн чăвашла ячӗ, темшӗн, çук) опилка тултарнă хутаç çинче те, хӗвелçаврăнăш хуппи çинче те, пӗлтӗрхи улăм çинче те лайăх ӳсет. Шыв сапса тăрсан, паллах. Нӳр сахал та, ытлашши те пулмалла мар, çителӗклӗ пулмалла. Çакна куç тӗлӗнче вырнаçтарнă датчиксем кăтартса тăраççӗ. Тата, паллах, температурăна. Ăшă 14-ран 17 градуса çити пулни - çак кăмпана ӳсме чух кăна шутланать.

Тасалăхра

Улăмран, пăчкă кӗрпинчен е жмыхран тунă кăмпа «çӗрне» 8-10 килограмлă хутаçсене тултараççӗ те спорăсемпе авăрлаççӗ. Вара вăл кирлӗ температурăра тата нӳрлӗхре икӗ эрне ӗлкӗрет. Унтан тин кăмписем шăтма тытăнаççӗ.

Цехсенче тап-таса пулмалла, кафель сарнă урайне тăтăшах çуса, стенасене тасатса тăраççӗ. Процеса пăнтăхса кайма памаççӗ. Кӗнӗ çӗрте те хăнасене халат, бахил тăхăнтартаççӗ. Дезинфекци ирттереççӗ. Вешенка çумӗнче ют бактерисем пулмалла мар.

Тухăç

Пӗр хутаçран сезонра 3-3,5 килограмм кăмпа касса илеççӗ. Анчах та мӗншӗн-ха ăна ӳстернӗ çӗрте тӗрлӗ «тăпрапа» усă кураççӗ? Çакă кăмпа тути çине витӗм кӳрет иккен.

- Улăм çинче ӳснисем вăрманти вешенкăна аса илтереççӗ, - тет кунта ӗçлекен Татьяна Жукова. Вăл технологи процесне сăнаса тăраканни. - Килте ӳстерме йывăртарах, вӗсене шав сăнаса тăмалла. Нӳрне тата температурине тимлемелле.

Сутăнать

Вешенка йышпа, купаланса ӳсет. Пӗр çупкăмӗ 300-500 грамм таять. Вăтамран кунне 100 килограмм кăмпа пуçтараççӗ. Хăш чух кунне 300-шер килограмм та тухăç илеççӗ Кивӗ Мăкшел цехӗнче. Çын нумаях мар, виçӗ хӗрарăм та икӗ арçын ӗçлет унта. Çулла та, хӗлле те, март уйăхӗнчи 30 градус сивӗре те тутлă çимӗçе туянма пулать кунта килсен. Вӗсен продукцийӗ Хусанти Агропаркра, Аксу пасарӗнче те пур. Сутайманнине электросушилкăпа типӗтеççӗ. Каснă хыççăн кăмпа çупкăмӗсене хур тӗкне татнă пек татса уйăраççӗ те шăвăç противеньсем çине сарса тухаççӗ. Кăмакара вăл ирхинеччен типет. 10 килограмм чӗрӗ кăмпаран 1 килограмм типпи тухать. Ăна та сутаççӗ. Тата типӗтнӗ вешенкăран кăмпа çăнăхӗ авăртаççӗ. Ку çăнăха Хусанти çу комбиначӗ соуссем тума илет.

Усăлăх

Мӗншӗн-ха вешенка, урăх кăмпа мар? Теплицăсенче ӳсекеннисенчен çак кăмпа чи усăлли шутланать. Унра А,В,С кăна мар, çан-çурăма кирлӗ D2 витамин пур. Çак витамин шăмă çирӗплӗхӗшӗн усăллă. Диетăра ларакансем те вешекнăна çӳхелме пулăшать теççӗ. Тӗрӗслемелле пулать.

Урăх кăмпа çинчен те шутламаççӗ мар фермерсем. Кивӗ Мăкшел ялӗнче пӗр тӗслӗ кăмпа производстви çинче кăна чарăнса тăрасшăн мар. Ассортимента сарас тӗллевпе кивӗ цех çумӗнче малтанхинчен виçӗ хут пысăкрах сэндвич-панельсенчен пысăк ангар туса лартнă. Унта тепӗр тӗрлӗ вăрман кучченеçӗ ӳсӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев