Сăмакун ан сут – тӳлеттереççӗ
(Валентина Петрова). Эрех-сăра ӗçекенсен шайне чакарас тата халăх хушшинче алкоголизм профилактикине ирттерес тӗллевпе алкогольлӗ продукцие хатӗрлес тата сутас енӗпе патшалăх тӗрӗслевӗ вăйланать. Закона пăсса алкогольлӗ продукцие сутнăшăн яваплăха вăйлатас тӗллевпе 29.07.2017 çулта тухнă 265-мӗш Федераллă закона тепӗр статья (14.17.1.) хушăннă. Унпа килӗшӳллӗн, алкогольлӗ продукцие ваккăн сутакансене административлă явап тыттараççӗ. Ахаль...
(Валентина Петрова). Эрех-сăра ӗçекенсен шайне чакарас тата халăх хушшинче алкоголизм профилактикине ирттерес тӗллевпе алкогольлӗ продукцие хатӗрлес тата сутас енӗпе патшалăх тӗрӗслевӗ вăйланать.
Закона пăсса алкогольлӗ продукцие сутнăшăн яваплăха вăйлатас тӗллевпе 29.07.2017 çулта тухнă 265-мӗш Федераллă закона тепӗр статья (14.17.1.) хушăннă. Унпа килӗшӳллӗн, алкогольлӗ продукцие ваккăн сутакансене административлă явап тыттараççӗ. Ахаль çынсене 30 -50 пиншер, эрех сутма ирӗк çук предпринимательсене 100 -200 пиншер тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.
2018 çулхи январь уйăхӗнче Аксу район сучӗ çӳлерех асăннă закона пăснă икӗ çын енӗпе пуçарнă административлă ӗçе пăхса тухнă.
Вӗсенчен пӗри 2017 çулхи ноябрь уйăхӗн 11-мӗшӗнче хăй килӗнчен «Усадская Хлебная» эрехе çур литрне 300 тенкӗпе, тепри октябрӗн 30-мӗшӗнче хăй хатӗрленӗ сăмакуна 0,9 литрне 200 тенкӗпе сутнă пулнă.
Çак административлă ӗçсене пăхса тухса суд вӗсене килти эрех-сăмакуна конфискациленисӗр пуçне кашнине 30000-шер тенкӗ штраф тӳлеттерме йышăну тунă (Сăнӳкерчӗк http://imperiya.by сайтран)..
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев