«Чӗвӗлти чăваш чӗлхи»
(Ксения ИЛЮХИНА. Т.Романова сăнӳкерчӗкӗ). Нумай пулмасть Аксу районнчи Кивӗ Илтрекьел вăтам шкулӗнче «Чӗвӗлти чăваш ачи» конкурс иртрӗ. Палăртнă кун Аксу районӗнчи чăваш шкулӗсенче 1-10 классенче вӗренекенӗсем Кивӗ Илтрекьелне пуçтарăнчӗç. Чăваш йăлипе хуçасем хăнасене çăкăр-тăварпа питӗ ăшшăн кӗтсе илчӗç. Ăмăрту пуçланиччен юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Уява ертсе пыраканӗ Вера Константиновна Ефимова пуçтарăннисене саламланă...
(Ксения ИЛЮХИНА. Т.Романова сăнӳкерчӗкӗ). Нумай пулмасть Аксу районнчи Кивӗ Илтрекьел вăтам шкулӗнче «Чӗвӗлти чăваш ачи» конкурс иртрӗ. Палăртнă кун Аксу районӗнчи чăваш шкулӗсенче 1-10 классенче вӗренекенӗсем Кивӗ Илтрекьелне пуçтарăнчӗç. Чăваш йăлипе хуçасем хăнасене çăкăр-тăварпа питӗ ăшшăн кӗтсе илчӗç. Ăмăрту пуçланиччен юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Уява ертсе пыраканӗ Вера Константиновна Ефимова пуçтарăннисене саламланă хыççăн хӗрӳ ӗç пуçланчӗ.
Пӗрремӗш турта ачасем хăйсемпе паллаштарчӗç. Пурте тăрăшса хатӗрленнӗ: сăвăласа калаканнисем те, юрласа параканнисем те пулчӗç. 3-4 минут хушшинче презентацисемпе усă курса хăйсем çинчен каласа пачӗç. Чăнахах та питӗ пултаруллă та маттур ачасем пуçтарăннă. Иккӗмӗш турта вара ачасен пӗлӗвне, тавракурăмне тӗреслеме 10 ыйту хатӗрленӗ. Ыйтăвӗсем çăмăлах мар пулсан та, ку тӗрӗслев витӗр ăнăçлах тухрăмăр.
Виççӗмӗш турта 1-4-мӗш классем тăван чӗлхе çинчен сăвăсем вуларӗç. Пӗринчен пӗри илемлӗ, палăртуллă калаççӗ. Чăн-чăн артистсем тейӗн… 5-10-мӗш классем валли кăткăсрах ӗç хатӗрленӗ. Кашнин панă темăпа çыхăнуллă калав йӗркелесе каласа памалла. Кил-йыш, тус-юлташ, кӗрхи вăрман, юратнă чечек, тăван ял тата ытти темăсемпе калаçма тӳр килчӗ. Чăвашла тӗрӗс те илемлӗ пуплесе тӗлӗнтерчӗç жюрине… Жюри пирки калас пулсан, хутшăнакансене хаклама пит йывăр пулчӗ-тӗр. Кашниех пултаруллă, ăслă, маттур.
Пӗтӗмлетӳсем тунă хыççăн, Аксури вӗрентӳ уйрăмӗн наци вӗрентӗвӗ енӗпе ӗçлекен методисчӗ Р.С.Зайдуллина ачасене тăван чӗлхене юратса вӗреннӗшӗн мухтарӗ, малалла та çакăн пек тăрăшма сунчӗ.
Ман шутпа, кун йышши конкурссене нумайрах ирттермелле, мӗншӗн тесен ачасем пӗчӗкрен тăван чӗлхене упрама вӗренеççӗ, чăвашла калаçма тăрăшаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев