Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Çӗр ӗçченӗн ӗç пӗтмест

– Анатолий Федоров – пирӗн чи лайăх механизаторсенчен пӗри, – тет «Аксубай» агрофирмăн «Смена» уйрăмӗн управляющийӗ Виталий Варваркин. – Питӗ пултаруллă вăл: техникăна алăри пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пек лайăх чухлать, çӗр ӗçӗн вăрттăнлăхӗсене аван пӗлет. Ӗçе яланах пысăк яваплăхпа пурнăçлать.

«Аксубай» агрофирмăра хăйсен ӗçне тӗпрен пӗлекен пысăк опытлă çӗр ӗçченӗсем тăрăшаççӗ. «Смена» уйрăмри А.Федоров шăп çавсенчен пӗри. Çирӗм çул ытла вăй хурать вăл, ашшӗн ӗçне малалла тăсать. Ашшӗ тракторист пулнăран мӗн ачаран кабинăра ларма юратнă Анатолий, асли техникăна еплерех çăмăллăн итлеттерсе хирте тӗрлӗ ӗç пурнăçланине курса ӳснӗ. Çавăнпах пуль, ӳссе çитсен мӗнле професси суйласа илесси пирки нумай шутламан вăл. Çӗнӗ Аксури шкултан вӗренсе тухсан Аксури СПТУра анлă профильлӗ тракторист-машиниста вӗреннӗ. Салтака кайса килсен профессипе ӗçлеме пуçланă – колхоза ӗçе вырнаçнă. Çулран çул опыт пухса пынă çамрăк специалист.

Вăл тăрăшакан хуçалăхăн ячӗ çак вăхăтра темиçе хутчен те улшăннă, Анатолий хăйӗн ӗçтешӗсем пекех, паян кун та çакăнта тăрăшать. Çирӗм ытла çул хушшинче мӗнле маркăллă техникăпа кăна ӗçлеме тивмен-ши Анатолий Леонтьевича? Çулталăк тăршшӗпе темле ӗç те пурнăçлама тӳр килет çӗр ӗçченне: сухаламалла, акмалла, шăтса тухнă калчасене пăхмалла, кайран вырма ӗçӗсем пуçланаççӗ...

– Анатолий Федоров – пирӗн чи лайăх механизаторсенчен пӗри, – тет «Аксубай» агрофирмăн «Смена» уйрăмӗн управляющийӗ Виталий Варваркин. – Питӗ пултаруллă вăл: техникăна алăри пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пек лайăх чухлать, çӗр ӗçӗн вăрттăнлăхӗсене аван пӗлет. Ӗçе яланах пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Çураки пуçлансанах хăйӗн МТЗ-1221 тракторӗпе нумай çулхи курăксене сӳрелеме хире тухрӗ вăл кăçал. Иртен пуçласа çӗрлеччен уйра. Çӗр ӗçченӗн ӗç пуçланчӗ кăна-ха, умра яваплă тивӗçсем тата нумай: акнă культурăсене апатлантармалла, унтан выльăх апачӗ хатӗрлемелле. Хӗлле те Анатолий ӗçсӗр тăмасть – фермăран хире тислӗк кăларать.

Ӗçӗ çăмăл мар, каламалли те çук – уй-хирӗн вӗçӗ-хӗрри курăнмасть, ӗçӗ вара ялан пӗр евӗрлӗ... Пурин те чăтăмлăх çитмест кун пек çӗрте.

– Аптрамастăп, кичем ан пултăр тесе магнитофона хускататăп та – вăхăт иртни сисӗнмест, – тет механизатор. – Тепӗр тесен, кичемленме вăхăт çук, ӗç нумай яланах...

Мăшăрӗпе Светланăпа вӗсем тăватă ача ӳстереççӗ. Аслă хӗрӗ хăй çемьеллӗ ӗнтӗ, кӗçӗнни вара 1-мӗш класра çеç вӗренет-ха. Çавăнпа та Анатолий Леонтьевич хăнăхнă ӗçре тата нумай çул ӗçлеме шухăшлать.

З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: весенний сев