ÇУЛ ÇИНЧЕ ЙĂНĂШМА ЮРАМАСТЬ
Республикăра «Ача – тӗп пассажир» ятпа профилактика мероприятийӗсем иртрӗç
Кăрлач уйăхӗн 26-мӗшӗнчен тытăнса нарăсăн 7-мӗшӗччен республикăра «Ача – тӗп пассажир» ятпа профилактика мероприятийӗсем иртрӗç. Унăн тӗп тӗллевӗ – ашшӗ-амăшӗсене, ачасене çул çинче тимлӗ пулма вӗрентесси. Кăрлач уйăхӗнче кăна Тутарстанри çулсем çинче 3 ачан пурнăçӗ татăлнă. Кун пек инкеке никам та кӗтмест, ăнсăртран килсе тухакан пысăк хуйхă кашни çыншăн хăрушă. Пӗр шоферӗ ӳсӗр пуçпа руль умне ларать, тепри правилăсене пăхăнмасăр пысăк хăвăртлăхпа таçта васкать... Пӗр айăпсăр ачасем вара çак çутă тӗнчерен уйрăлаççӗ...
Мӗн тумалла-ха пӗчӗк пассажирăн? Машинăна ларсанах хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗпе çакланма вӗренмелле, çул çитмен ачасен вара кресло çине ларсанах çакланса ларма хăнăхмалла. Хăш чух ашшӗ-амăшне кăшт çул-йӗр правилисене аса илтерсен те йăнăш пулмӗ: çӑмӑл автомобильте ачасене ятарлă хăрушсăрлăх хатӗрӗсемпе усӑ курса турттармалла.
Кивӗ Илтрекьел вăтам шкулӗнче вӗренекенсем те ку мероприятирен аякра юлмарӗç. Çамрӑк инспекторсен юхăмӗн (ЮИД) пайташӗсем çул çине тӗрӗслеве тухрӗç. Отряд ертӳçи Людмила Михайловна Морозова ачасене çак пӗлтерӗшлӗ ӗçӗн планӗпе паллаштарчӗ, хатӗрленме пулăшрӗ. Шăпăрлансем малтанах хатӗрленчӗç: сăвăсем вӗренчӗç, плакат хатӗрлерӗç, асăрхаттару открыткисем ăсталарӗç.
Ирпе ирех шкул умӗнче машинăсем хӗвӗшеççӗ. Акă ачасем полици капитанӗпе И.Р.Сибгатуллинпа пӗрле ӗçе пуçăнчӗç. Кӗтнӗ хăна та – «Çул-йӗр юхăмӗн хăрушсăрлăхӗ» Патшалăх бюджет учрежденийӗн Нурлат хулинчи управленийӗн профилактика пайӗн начальникӗ Г.Х.Гималтдинова – çитнӗ. Ăна ачасем яланах кӗтеççӗ, мӗншӗн тесен вăл кашнинче сумка тулли парнепе килет.
Полици капитанӗ ятарлă патакпа (жезл) сулса çулпа килекен машинăсене чарчӗ. Вӗренекенсем водительсене сăвăсем каласа савăнтарчӗç, асăрхаттару правилисене валеçсе пачӗç, ачасене хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗпе çаклатма манмалла маррине аса илтерчӗç. Гульфия Харисовна ачасене пурне те хаклă парнесем валеçсе пачӗ.
Пурнăçра питӗ кирлӗ ӗç турӗç ачасем çак кун. Кашни çынна килте чунтан кӗтеççӗ, çавăнпа та çул çинчи правилăсене яланах çирӗп пăхăнмалла. Ашшӗ-амăшӗшӗн кашни пепки чи хаклă мерчен пӗрчи пек, апла пулсан сыхлар вӗсене!
Людмила МОРОЗОВА.
Аксу районӗ,
Кивӗ Илтрекьел шкулӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев