Хӗрсем хулана тарнипе пӗтет те ял...
Ялти çынсен шучӗ темиçе çул тăтăш ӗнтӗ чакса пырать. Сăлтавсенчен пӗри – хӗрсем качча тухичченех хулана пурăнма куçни.
Çулталăкра Çӗр çинчи халăх шучӗ 83 миллион çынна ӳснӗ. Халӗ эпир 7 миллиард та 635 миллион çын. Нимӗçсен «Население Земли» фончӗ пӗлтернӗ тăрăх, тӗнчере кашни 10 çеккунтра 26 ача çуралать. Уйрăмах хăвăрт Африкăри халăх хушăнса пырать.
Европăра, Раççейре, Тутарстанра кăтартусем урăхларах. ТР ӗç министрӗн Эльмира Зарипован сăмахӗсемпе, 2017 çулта республикăра 2016 çулхипе танлаштарсан 7738 ача сахалрах çуралнă. 83 проценчӗ хулара, 17-шӗ ялта çуралать. Ялти çынсен шучӗ темиçе çул тăтăш ӗнтӗ чакса пырать. Сăлтавсенчен пӗри – хӗрсем качча тухичченех хулана пурăнма куçни.
Нумай пулмасть районти ЗАГС уйрăмӗ кăçал çуралнă 100-мӗш ачана регистрациленӗ. Паянхи куна Аксу районӗнче çемьери пӗрремӗш ачасем 34-ăн çуралнă, иккӗмӗшсем – 30-ăн, виççӗмӗшсем – 24-ăн, тăваттăмӗшсем – 13-ӗн. Кăçалхи кăтартусем пӗлтӗрхинчен лайăхрах. Çемье кунӗ тӗлне те ак икӗ мăшăра çырăнтарнă Аксура.
Вырăнти ЗАГС уйрăмӗн пуçлăхӗ Светлана Крайнова пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи кăтартусем, нумаях пулмасан та, пӗлтӗрхинчен ирттереççӗ. Специалист шучӗпе çакă халӗ шăпах 90-мӗш çулсен пуçламăшӗнче çуралнă ачасем атте-анне пулма хатӗрленнӗ вăхăта килнипе пулса иртет. Мал ӗмӗтлӗ хӗрсем те хальхи вăхăтра карьера тумасăр качча тухма васкамаççӗ. Çавна пула вӗсен çуратас вăхăчӗ каярах куçса пырать.
Çав вăхăтра ялта пурăнакан хӗрарăм çирӗм пиллӗк тултариччен 1-мӗш ача çуратсан, ăна республикăран 50 пин тенкӗ парăнать. Иккӗмӗш ачашăн «анне капиталӗ» пур. Çирӗм тăххăр тултариччен 3-мӗш ача çуратсан – амăшне республика 100 пин тенкӗ парса хавхалантарать. Укçине ача çуралнă хыççăн 6 уйăх хушшинче илме пулать. Çапларах майсемпе правительство ялсенчи демографи динамикине лайăхлатас тесе тăрăшать.
Условисем: ача 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗ хыççăн çуралмалла, амăшӗ Раççей Федерацин гражданӗ пулмалла, амăшӗ Тутарстанри ялта 3 çултан кая мар пурăнмалла. Патшалăхăн тулли тивӗçтерӗвӗнче тăракан ачасен, ашшӗ-амăш прависене туртса илнӗ амăшсене çак укçа парăнмасть. ( И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев