Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Кубок Савгачевăсенче юлчӗ

Аксу районӗнчи Савгачево вăтам шкулӗ Саврăшпуç ял тăрăхӗпе пӗрле Социализмла Ӗç Геройне Михаил Алексеевич Михеева асăнса шашка-шахмат турнирне йӗркелерӗç. Унăн тăван шкулӗнче çак ăс-хакăл вăййине юратакансем районăн мӗнпур кӗтесӗсенчен пуçтарăнчӗç. Ăмăртусене хутшăнакансене Савгачево вăтам шкулӗн директорӗ Сергей Илюхин саламларӗ. - Михаил Михеев пирӗн вӗ­ренекенсемшӗн тӗслӗх пулса тăрать, - палăртрӗ вăл....

Аксу районӗнчи Савгачево вăтам шкулӗ Саврăшпуç ял тăрăхӗпе пӗрле Социализмла Ӗç Геройне Михаил Алексеевич Михеева асăнса шашка-шахмат турнирне йӗркелерӗç.

Унăн тăван шкулӗнче çак ăс-хакăл вăййине юратакансем районăн мӗнпур кӗтесӗсенчен пуçтарăнчӗç. Ăмăртусене хутшăнакансене Савгачево вăтам шкулӗн директорӗ Сергей Илюхин саламларӗ.
- Михаил Михеев пирӗн вӗ­ренекенсемшӗн тӗслӗх пулса тăрать, - палăртрӗ вăл. - Вӗсен кампа танлашмалли пур.
- Хăйӗн ӗçӗпе чыс-хисепе ти­вӗçнӗ хамăр ентешпе эпир мăнаçланатпăр, - терӗ ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев. Педагогика тата спорт ветеранӗ Геннадий Горбатов спортсменсене тупăшура ăнăçу сунчӗ.
Саврăшпуç ялӗнчен тухнă Михаил Алексеевич Михеев Якутинче строительство управленийӗн комплекслă бригадин бригадирӗ пулса ӗçленӗ чухне Социализмла Ӗç Геройӗн ятне тивӗçнӗ. Вăл - СССР Аслă Канашӗн депутачӗ, РСФСР Хисеп­лӗ гражданинӗ, Тутар АССРӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ. Ăна икӗ хутчен Ленин орденӗпе, Октябрь Революцийӗн орденӗпе, «Ӗçре палăрнăшăн» медальпе наградăланă.
Ăмăртусем пуçланни çинчен пӗлтерчӗç. Турнира хутшăнакансем шахмат хăмисем хушшине вырнаçса ларчӗç. Савгачево шкулӗ пӗр вăхăта шăплăха путрӗ. Темиçе сехетрен судьясен коллегийӗ турнира пӗтӗмлетрӗ.
Чи çамрăк шашистсем (1-4-мӗш классенче вӗренекенсем) хушшинче райцентрти иккӗмӗш шкулти Никита Белова I вырăн панă. Площадка хуçи Константин Тимофеев II вырăна тухрӗ, Щербеньти Ильнар Хафизов III. Çак ÿсӗмри хӗр ачасем хушшинче малта - Камилла Тимофеева, Ульяна Кондратьева тата Анита Ильдимирова çӗнсе илчӗç. 5-8-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче Аксури 3-мӗш шкулти Алмаз Муратшин мала тухрӗ, Савгачевăри Даниил Андреев - иккӗмӗш тата Аксури 2-мӗш шкулти Данила Маклаков виççӗмӗш призер пулса тăчӗç. Хӗр ачасен тупăшăвӗнче призлă вырăнсене Зухра Сагирова (Щербень), Алия Тухватуллинăпа Юдия Турлукова (иккӗшӗ те Аксури 3-мӗш шкултан) пайларӗç. 9-11-мӗш классенчи яшсем шахмат тытăçăвӗсенче мала тухас тесе çине тăрсах кӗрешрӗç. Кунта вара райцентрти иккӗмӗш шкулта вӗренекенсемпе танлашакансем пул­марӗç. Матчсен результачӗсемпе килӗшӳллӗн, I, II, III вырăнсене Игорь Белов, Никита Убейкин тата Максим Борисов йышăнчӗç. Çак шкулти Юлия Муртазина хăйӗн тантăшӗсем хушшинче çӗнтерчӗ. Площадка хуçисем Кристина Васильевăпа Анна Гулякова хыççăнхи вырăнсене йышăнчӗç. Арçынсем хушшинче шахмат тӗлпулăвӗсем уйрăм тимлӗхе тивӗçрӗç. Юлашкинчен Кивӗ Саврăшри Михаил Водышев, чи нумай балл пухса мала тухрӗ. Аксури Ильнар Гафиятов­па Андрей Егоров иккӗмӗш тата виççӗмӗш результат кăтартрӗç. Хӗрарăмсем хушшинче Савгачево шкулӗнче вӗрентекен Ольга Васильевăпа Надежда Карпухина пӗрремӗшпе иккӗмӗш призерсем пулчӗç. Командăсен зачётӗнче вара Савгачево шкулӗн команди çӗнтерчӗ. Аксури 2-мӗш шкул - II, Аксури 3-мӗш шкул III вырăн йышăнчӗç.
Ăмăртусен призёрӗсем тивӗç­лӗ наградăсем - Саврăшпуç ял тăрăхӗнчен медальсемпе грамотăсем илчӗç. Çакнашкал ăмăртусене çулсерен ирттерме тӗв турӗç. Социализмла Ӗç Геройне Михаил Михеева асăнса ирттернӗ шахмат турнирӗн куçса çÿрекен кубокӗ вара унăн тăван шкулӗнче юлчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев