Маттур, Катя!
Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăшри тӗп шкулта тăрăшуллă, пултаруллă вӗренекенсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри 7-мӗш класра вӗренекен Катя Водышева. Сăпайлă та вăтанчăкскер. Тăрăшуллă, пур предметпа та «5» паллăсемпе ӗлкӗрсе пырать. Катя - питӗ пултаруллă, тирпейлӗ, юлташӗсене кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатӗрскер. Вӗренӳре отличница çеç мар, тӗрлӗ йышши конкурссене те хутшăнать,...
Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăшри тӗп шкулта тăрăшуллă, пултаруллă вӗренекенсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри 7-мӗш класра вӗренекен Катя Водышева. Сăпайлă та вăтанчăкскер. Тăрăшуллă, пур предметпа та «5» паллăсемпе ӗлкӗрсе пырать.
Катя - питӗ пултаруллă, тирпейлӗ, юлташӗсене кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатӗрскер. Вӗренӳре отличница çеç мар, тӗрлӗ йышши конкурссене те хутшăнать, хăйне тӗрлӗ енлӗ аталантарма тăрăшать. Юрлать, ташлать, ал ӗçӗпе те аппаланать, ӳкерме те юратать. Хальхи вăхăтра унăн ӳкерчӗкӗсенчен тунă курав шкулти коридора илемлетет. Ытларах çут çанталăк çинчен тунă картинăсене курма пулать унта. Спортпа та туслă хӗрача. Пур предметпа та олимпиадăсене хутшăнать, малти вырăнсем те пур, паллах: чăваш чӗлхипе тата литературипе, биологипе, физкультурăпа…
Шкулти, клубри, библиотекăри пур мероприятисене те хастар хутшăнать. Нумай пулмасть ак «Коррупцие «Çук!» темелле» республикăри тăван чӗлхесемпе çырнă сочиненисен конкурсӗнче чăвашла ӗçӗпе район шайӗнче мала тухса республикăра 2-мӗш вырăн илме пултарчӗ. Мухтанмалăх пур! Вӗрентекенсем те, юлташӗсем те, ашшӗпе амăшӗ те савăнаççӗ ун çитӗнӗвӗпе.
Эп чăваш. Тутарстан ачи.
Каять кăмăла чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхи.
Мана илӗртет чăваш халăх йăли.
Эп чăваш. Тутарстан ачи! - тенӗччӗ пӗлтӗр хăй çинчен вăл «Чăваш эрудичӗ» конкурсра.
Чăннипех те, чăваш чӗлхине, чăваш халăхне, тăван тавралăхне чунтан юратать теме пулать ун çинчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев