Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

«Мăйăхлă няня» кинора кăна мар

( Ирина Кузьмина). Садикри арçын-воспитательсене эпӗ Г.Данелийӗн «Джентельмены удачи» тата В.Грамматиковăн «Усатый нянь» фильмӗсенче кăна курнă. Çавăнпа паянхи кунччен те садикра хӗрарăмсем кăна ӗçлеççӗ тесе шутланă, анчах апла мар иккен. Аксу райцентрӗнчи «Асамат кӗперӗ» ача садӗнче тӗлӗнмелле ырă кăмăллă, ачасем çав тери юратакан музыка воспитателӗ Александр Шуркин тăрăшать-мӗн. Ачасем -...

( Ирина Кузьмина). Садикри арçын-воспитательсене эпӗ Г.Данелийӗн «Джентельмены удачи» тата В.Грамматиковăн «Усатый нянь» фильмӗсенче кăна курнă. Çавăнпа паянхи кунччен те садикра хӗрарăмсем кăна ӗçлеççӗ тесе шутланă, анчах апла мар иккен. Аксу райцентрӗнчи «Асамат кӗперӗ» ача садӗнче тӗлӗнмелле ырă кăмăллă, ачасем çав тери юратакан музыка воспитателӗ Александр Шуркин тăрăшать-мӗн. Ачасем - çирӗп хаклакан жюри, вӗсене улталама çук, кăмăлне каяс тесен вара чăнах та пы-ы-сăк юлташӗ пулмалла. Саша шăпах çав пы-ы-сăк юлташ текенни. Кăна вăл çак кунсенче «Çулталăк воспитателӗ» республика конкурсӗн Аксу районӗнчи çӗнтерӳçи пулса тепӗр хут ӗнентерчӗ.

Аксу район чăвашӗ Александр Шуркин чăнах та маттур каччă. Вăл аккордеонпа, баянпа, фортепьянăпа ăста калать. Малтан Шупашкарти культура училищине, каярах Хусанти культура институтне пӗтернӗскер, эстрада юррисене те пӗр-пӗр çăлтăртан кая мар (тен, лайăхрах та) юрлать.

«Çулталăк воспитателӗ» конкурсăн районти тапхăрне Аксу тăрăхӗнчи садиксенчен кăçал 24 воспитатель хутшăннă. Вӗсен малтан «Манăн педагогика концепцийӗ» эссе çырмалла, професси ăсталăхне, педагогика опытне çирӗплетмелли материалсем хатӗрлемелле пулнă. Çапла вара конкурсăн куçăмлă тапхăрне пурӗ те 6 педагог кăна тухайнă. Районти «Хӗвел» ача садӗнче финалистсем хăйсен пултарулăхӗн презентацине кăтартнисӗр пуçне ачасемпе мероприяти ирттерме тивнӗ. Жюри вара конкурсантсен методикăна мӗнле пӗлнине, ачасене интереслентермелли майӗсене практикăра курса хакланă.

Çак тапхăрта «Асамат кӗперӗ» ача сачӗн «мăйăхлă воспитательне» - Александр Шуркина- çитекенни пулман. Жюрие вăл хăй ӗçӗн ăсти пулнине шкул çулне çитмен ачан Турă панă пултарулăхне асăрхаса кӗвӗпе вăйăра мӗнле аталантарнине кăтартса ӗнентернӗ.

- Кӗвӗ-юрă занятийӗ - ачасен чи юратни. Кашни тӗрлӗ енчен палăрать кунта: кам-тăр юрлама юратать, тепри - ташлама, виççӗмӗшне кӗвӗ инструменчӗпе калама килӗшет. Ачасемпе ӗçлемелли тӗп принцип манăн - пӗртанлăх. Ман шутпа, ачасемпе хăвăнпа тан çынсемпе калаçнă пекех калаçмалла, вӗсен хăйне евӗрлӗхне шута илмелле. Кашни ачан пултарулăхне уçма тăрăшатăп, - тет Александр хăйӗн ӗçӗн тӗп принципӗ пирки.

Ентешӗмӗре ачасем те, ашшӗ-амăшӗсем те питӗ хисеплеççӗ. Ачасемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлнин сăлтавӗ кунта хăй те икӗ хӗрпӗрчин ашшӗ пулнипе те çыхăннă пуль-ха. Сăмах май, пӗчӗк хӗрӗсене те кӗвӗ-юрă тӗнчипе туслашма хăнăхтарать вăл. Шел те, педагог профессине суйлакан арçынсем сахал халӗ, садикре ӗçлекенсем пушшех те. Мӗнех калăн кунта, нумай çухататпăр. Арçынсем вӗсем апата чи тутлă пӗçерекеннисем кăна мар, чи лайăх воспитательсем те пулнине Александр Шуркин тӗслӗхӗнче куратпăр.

Район тапхăрӗ конкурсăн пӗр пайӗ кăна-ха, умра тата зона тапхăрӗ, унтан финал. Çавăнпа педагог-музыкантăн канма вăхăчӗ çук, çирӗп конкуренцире çӗнтерес тесен тата нумай тăрăшмалла. Александр Шуркина эпир конкурсра çӗнтерессе иккӗленместпӗр, çавăнпа ăнăçу сунатпăр. (Шуркинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев