Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Министрăн ялӗ çутăсăр ларнă

Ӗнер аслати Аксу районӗнчи тăватă яла çутăсăр хăварнă.

Ӗнерхи аслатиллӗ çанталăка пула Аксу районӗнчи тăватă ял çутăсăр юлнине хыпарлать «Татар-Информ» ИА ТР МЧСӗн пресс-службин хыпарӗ çине таянса. 16 сехет те 15 минутра аслати хытă авăтнăран Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи «Черемухово» подстанцире 35 кВ выключатель сӳнсе ларнă-мӗн. Çавна кура Аксу районӗнчи Чăваш Енрусьел ( ЧР культура министрӗн Константин Яковлевăн тăван ялӗ), Илешни тата Çӗнӗпе Кивӗ Ипрелсем çутăсăр юлнă.

Çак ялсенче пӗтӗмпе 3982 çын пурăннăран тата социаллă пӗлтерӗшлӗ 10 çурт вырнаçнăран электриксен оперативлă ӗçлеме тивнӗ. Сехет çурăран (17 сехет те 42 минутра) вӗсем çутă панă та.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев