Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Пхенчхан айккинче тăтăр

(Татьяна Бульбова. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Аксу районӗнчи Беловкăра йăлана кӗнӗ йӗлтӗр ăмăртăвӗ кăçал февралӗн 24-мӗшӗнчех иртмеллеччӗ.Анчах та термометр -30 градусран та аяларах кăтартнипе мероприятие урăх куна куçарма тиврӗ. Мартăн 9-мӗшӗнче ирхине те шартлама сивӗччӗ, анчах та хӗвел тухнипе 10 сехет тӗлне -17 градус таран ăшăтрӗ. Çанталăк спортсменсене хӗрхенчӗ пулмалла, ăмăртусене пӗрремӗш...

(Татьяна Бульбова. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Аксу районӗнчи Беловкăра йăлана кӗнӗ йӗлтӗр ăмăртăвӗ кăçал февралӗн 24-мӗшӗнчех иртмеллеччӗ.Анчах та термометр -30 градусран та аяларах кăтартнипе мероприятие урăх куна куçарма тиврӗ. Мартăн 9-мӗшӗнче ирхине те шартлама сивӗччӗ, анчах та хӗвел тухнипе 10 сехет тӗлне -17 градус таран ăшăтрӗ. Çанталăк спортсменсене хӗрхенчӗ пулмалла, ăмăртусене пӗрремӗш класс ачисем те хутшăнаççӗ вӗт.

«Беловка йӗлтӗр йӗрӗнче» вăй виçес текенсем кăçал Аксу районӗнчен кăна килменччӗ. Чаплă ăмăрту çинчен сас-хура час сарăлать. Нурлат, Чистай, Çарăмсан, Элкел районӗсенчен, Çырчалли хулинчен пурччӗ йӗлтӗрçӗсем. Самар облаçӗнчи чăвашсем килни те юбилейлă чупăва йӗркелекенсене савăнтарчӗ.

Курма килнӗ хăнасем те сахалăн мар. Район администрацийӗнчи Спортпа çамрăксен ӗçӗсемпе ӗçлекен уйрăмăн начальникӗ Р.Канафин, Аксу районӗнчи ДОСААФ председателӗ П.Волков, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ К.Малышев, М.Мулеев, А.Шуркин, В.Кузьмин шурсухалсем тата ыттисем.

Каласа хăвармалла, турнира йӗркелекенсем лайăх хатӗрленнӗ. Ял хӗрринчи лапамра вӗри апат, чей, хаваслă кӗвӗ янăрать. Ăмăртусен ассортименчӗ те анлă. Йӗлтӗр çулӗсене те тӗплӗн, пӗлсе хатӗрленӗ, «бурансемпе» таптанă трассăна та тӗрслесе лайăх паллă лартма пулать. Çулсемпе пайланса тӗрлӗ дистанцисене ăмăртса чупнисӗр пуçне «çемье эстафети» пур кун йӗркинче тата «ял биатлонӗ» те. Калама кăна вӗт - пурӗ 26 тӗрлӗ чупу! Ял çыннисем те сахалăн килмен. Куракансем стартпа финиша пӳлсе хунă кантрасем хыçӗнче тăчӗç пулин те, вӗсен хавхалантаракан сассисем таçтан илтӗнсе тăчӗç.

Малтан чи пӗчӗккисем старта тухрӗç. Арçын ачасем çинче йӗркелекенсем валеçсе тухнă спортсмен номерӗсене кăтартакан майкăсем хӗрарăм кӗпи пек вӗлкӗшрӗç пулин те, пӗрремӗш класрисем стартран харăссăн, ăста спортсменсем пек тапранса кайрӗç. Калама кăна вӗт, дистанци - 1 километр! Хӗрачасем уйрăм чупса вăй виçрӗç. 4-мӗш класри арçын ачасем хушшинчи чупăва пăхма питӗ кăсăк пулчӗ. Çак чупусене сăнаса тăнă май пуçупах ăмăрту хӗрӳлӗхне путатăн. Сăмсана чӗпӗтекен март сиввине сисместӗн те. Хăш чух ăратлă рысаксен чупăвне аса илтерет ăмăрту. Мӗн унта Пхенчхан? Эсир Беловкăна килсе курăр! Ял хутлăхӗн шайӗнче финиша чупса çитнӗ кашни пӗчӗк спортсмена шоколад параççӗ, чей ӗçтереççӗ, пăтă çитереççӗ. Ачасем вăй илнӗ хыççăн тепре те ăмăртма хатӗр.

Биатлон çинчен уйрăммăн каламалла. Ку ăмăртура винтовкăран пересси те, штраф ункисем те пурччӗ. Шăпах пенӗ вăхăтра таçтан сивӗ çил тухса спортсменсене самай кансӗрлерӗ. Çавăнпа та кашни чупаканăн тата пӗр-икӗ штраф унки çаврăнма тиврӗ. Анчах та эстафетăна пăрахса ăмăртма чарăнмарӗç перекен йӗлтӗрçӗсем. Кивӗ Ипрел биатлонисчӗсем финиша пӗрремӗш килчӗç. Вӗсем хыççăн - беловкăсем, виççӗмӗш вырăна кивилтрекьелсем йышăнчӗç.

«Беловка йӗлтӗр йӗрӗнче» çӗнтернисем дипломсем, медальсем тата «Сувар» хаçатăн хитре календарӗсене илме тивӗçрӗç. Çавăн пекех вӗсене йӗркелекенсем укçа парса та хавхалантарчӗç. Хусанта пурăнакан В.Панков, Çырчаллинче пурăнакан пӗртăван Терентьевсем тата вӗсен тусӗсем (В.Рычков, В.Шартынов, Д.Морозов), çак ялтан тухнă, халӗ автохулара пурăнакан С.Янилкин, А.Уланов çак турнира йӗркелекенсене укçа-тенкӗпе пулăшрӗç. Пысăк тав вӗсене! Беловкăсем те айккинче тăрса юлмарӗç. Кам-тăр палатка лартрӗ, кам-тăр хăюсем тăсрӗ. А.Бульбовпа В.Кожеманова пурте пулăшма тăрăшрӗç. В.Давыдов çулсене тасатма пулăшрӗ, Б.Мишин кирлӗ оборудование илсе çитерчӗ. Студентсем те нумай усă кӳчӗç ăмăртусене йӗркелес ӗçре. Поварсене Г.Константиновăна, В.Станинăна, Е.Полоруссовăна, С.Ефимовăна уйрăмах пысăк тав!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев