Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Темле асамлă вăй пур пек çав ункăра

Республика Уявне ирттерме Аксу районӗн хăват пур. Мӗншӗн тесен кунти ялсенче ăна нихăçан та ирттерме чарăнман. 

Аксусем Уява иккӗмӗш çул ӗнтӗ райцентрăн тӗп лапамӗнче ирттерчӗç. Пӗлтӗр ăна Сабантуйпа пӗрле ирттернӗччӗ, кăçал – хăйне уйрăммăн. Ку ахальтен марри тӳрех курăнать, аксусем çитес çул республика Уявне йышăнма хатӗрленеççӗ. Çавăнпа та ăна яланхи пек, пӗр-пӗр чăваш ялӗ çывăхӗнчи вăрман уçланкинче мар, пысăк лаптăкра мӗнлерех ирттерме пулнине репетици ирттерсе тӗрӗслерӗç тесен те йăнăшмăпăр. Çакна тума Аксу районӗн хăват пур. Мӗншӗн тесен кунти ялсенче ăна нихăçан та ирттерме чарăнман. 

Районти Культура çурчӗн директорӗн Ольга Копаневан сăмахӗсемпе, чăваш ялӗнчи кашни клубра фольклор коллективӗ пур. Вӗсем çирӗм ытла. Ушкăнсем пысăк, кашнийӗ хăйӗн репертуарне çӗнетсех тăрать. Июлӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ Аксу Уявӗ ял хутлăхӗсен презентацийӗнчен пуçланчӗ. Унччен маларах куракансен умне çуллахи чăваш йăлисене ачасем кăтартрӗç. Тӗслӗхрен, çумăр çутăр тесе шывла вылянине, вăйă каланине тата ыттине те. Ял хутлăхӗсем куракансем умне пысăк ушкăнпа туха-туха кашнийӗ хăйӗн уйрăмлăхне кăтартма тăрăшрӗç: пӗрисем пулăран пуян, теприсем – пылран. Тӗрлӗ тӗслӗ кӗпеллӗ фольклор ушкăнӗсем ялăн юррисене юрлаççӗ, купăсçи кӗвӗ каласа ташлаттарать. Малта ял хутлăхӗн пуçлăхӗ утать. Çапла черечӗпе: саврăшпуçсем, кивӗӳселсем, кивӗилтрекьелсем тата ыттисем те. Питӗ интереслӗ пулчӗ çакна курма.

Уявăн чи пӗлтерӗшлӗ саманчӗ – вăйă карти. Унта пурте тăма тăрăшаççӗ, чăвашла тумланса килмесен те. Мӗншӗн тесен темле асамлă, çутă вăй пур пек туйăнать çав ункăра. Вăл пӗрлешӳ тата чăмăртану пӗлтерӗшлӗ. Пӗр вăчăра сыпписем пек çыхăннă çынсене пӗр çӗре пухакан хăват. Çӗр-анне паракан вăй. Ăна савса юрлатпăр, ташлатпăр, тулăх тыр-пул пама ыйтатпăр. Процентпа чăвашсем пуринчен те ытларах пурăнакан районта Уява чун кӗртме пӗлеççӗ. Мӗншӗн тесен хăш-пӗр çӗрте пуçлăх валли тăваççӗ ăна, кунта – çынсем валли. Кама леш енчи ялсенче кăна сыхланса юлнă пулсан та, Уявăн пӗлтерӗшӗ питӗ пысăк. Вăл нацин чи хаклă пуянлăхӗсенчен пӗри. ЧР культура министрӗ хамăр республикăран пулнă чухне ăна Сабантуй пек, ЮНЕСКО хӳттине кӗртсен те пăсмӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана