Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Ял хула мар, çул-йӗр служби çук

Аксу районӗнчи Саврăшпуç ял хутлăхӗшӗн 2017 çул социаллă проектсемпе виçӗ грант çӗнсе илнипе паллă пулчӗ. Икӗ грантăн укçине вӗсем кирлӗ çӗре янă та ӗнтӗ. Пӗр грантне уйрăммăн палăртса хăварас килет, вăл ыркăмăллăхпа çыхăннăскер, ялта ют хуйхă пулманнине кăтартать. Саврăшпуçӗнчи Иван Николаевич Денисовăн çурт-йӗрӗ 2016 çулхи декабрӗн 29-мӗшӗнче тӗпӗ-йӗрӗпе çунса кайсан...

Аксу районӗнчи Саврăшпуç ял хутлăхӗшӗн 2017 çул социаллă проектсемпе виçӗ грант çӗнсе илнипе паллă пулчӗ. Икӗ грантăн укçине вӗсем кирлӗ çӗре янă та ӗнтӗ.

Пӗр грантне уйрăммăн палăртса хăварас килет, вăл ыркăмăллăхпа çыхăннăскер, ялта ют хуйхă пулманнине кăтартать. Саврăшпуçӗнчи Иван Николаевич Денисовăн çурт-йӗрӗ 2016 çулхи декабрӗн 29-мӗшӗнче тӗпӗ-йӗрӗпе çунса кайсан ял хутлăхӗ çемьене кивӗ больница çуртне вырнаçтарнипе кăна çырлахман. Пулăшмашкăн грант илме тăрăшнă. Çапла вара Денисовсене çӗнӗ çурт тăррине витӗ тата пластик чӳречесем туянма 150 пин тенкӗ грант укçи вăхăтлă та кирлӗ пулнă. Сăмах та çук, пӗчӗк мар пулăшу ку.

- Кун пек инкексем пирӗн тăрăхра сайра пулаççӗ, виçӗ ачаллă çемьене пулăшмасăр пултараймарăмăр, - терӗ ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Зиновьевич Николаев пирӗнпе телефонпа çыхăнсан.

Тепӗр гранта саврăшпуçсем Заря ялӗнчи çăла хăтлăх кӗртмешкӗн илнӗ. Кун çине 300 пин тенкӗ тăкакланă вӗсем. Çăла тасатнă, саксем тунисӗр пуçне шатер та лартнă. Пӗлтӗр августăн 30-мӗшӗнче - Республика кунӗнче - хаваслă лару-тăрура уçнă ăна. Халӗ ӗнтӗ ку çăлăн хăйӗн ячӗ те пур, Аксу пачăшки Иоман иеромонах светить туса Николай Чудотворец ятне панă-мӗн. Сăмах май, ял хутлăхӗнче халăх валли культурăллă кану вырăнӗ Заряри çăл кăна мар, Савгачево ялӗнчи хăтлăх кӗртнӗ карьерăн йӗри-таврашне те акă, йывăçсем лартса симӗс зона тăвассине кăçалхи ӗç планне кӗртнӗ.

Виççӗмӗш грантăн укçи хальлӗхе хăйӗн черетне кӗтет-ха, ăна çурхи шывсем кӗрлесе иртсен Савгачевăра кӗпер хывма тăкаклӗç.

Аксу тăрăхӗ промышленность вăйлă аталаннă район мар, кунти çынсем ытларах çӗр ӗçӗпе пурăнаççӗ. Çемье фермисем, хресченпе фермер хуçалăхӗсем йӗркелессипе республикăри чăвашсем йышлăн пурăнакан районсен хушшинче вăл малти вырăнта. Хальхи вăхăтра çак ял хутлăхӗнче кăна 600 ытла мăйракаллă шултра выльăх шутланать. 2017 çулта тепӗр çемье фермине Заря ялӗнче Петр Петров чăваш йӗркеленӗ. Ял хутлăхӗн сӗт сутассипе кăтартăвӗсем çулталăкра ним чухлӗ те чакман. Юлашки уйăхсенче халăхран туянакан сӗтӗн хакӗ, Раççейри ытти 50 регионти пекех, чакни кăна канăç памасть ял ӗçченне.

Ялта ӗç çулталăкӗпех нумай. Çулла пӗр проблема, хӗлле тепри. Темиçе кун каялла алхаснă çил-тăман та акă, ял çыннисен ӗçне самай хушрӗ, хулари пек урамсене çул-йӗр служби тасатмасть вӗт кунта. Апла-тăк, хăйсенех тăрăшмалла. Саврăшпуç ял хутлăхӗнчи ялсен урамӗсене юртан тасатма хресченпе фермер хуçалăхӗсем, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ В.Зиновьев хăйӗн техникипе тухаççӗ иккен. Кунсăр пуçне нефтяниксем те самай пулăшаççӗ. Хальхинче те Саврăшпуçпа Савгачево ялӗн урамӗсене тасатмашкăн «Транспортник» тулли мар яваплăхлă общество трактор панă.

Кăçалхи çул та ку тăрăхри чăвашсен асӗнче юлма шантарать. Чи пысăк ӗçсенчен - Республика программипе Саврăшпуçӗнче ял хутлăхӗн администраци çурчӗн строительстви. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗн сăмахӗсем тăрăх, республикăра çак программăпа ял кантурне лартакан пӗрремӗш чăваш ялӗ пулӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев