Анат Кама чăвашӗсем Сабантуйра пулчӗç
Анат Кама (Нижнекамский)

Анат Кама чăвашӗсем Сабантуйра пулчӗç

Сабантуя Анат Кама хулинчи «Шăнкăрав» чăваш халăх ансамблĕ, «Тамаша» халăх театрĕ тата 34-мĕш номерлĕ гимнази-интернатăн вĕренекенĕсем хутшăнчӗç.

Июлӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ федераци Сабантуйне Анат Кама хулинчи «Шăнкăрав» чăваш халăх ансамблĕ, «Тамаша» халăх театрĕ тата 34-мĕш номерлĕ гимнази-интернатăн вĕренекенĕсем те хаваспах хутшăнчĕç. Яланхи пекех хăйсен маттур юрри-ташшипе куракансене савăнтарчĕç вӗсем. Пасăк савăнăçпа, тулли кăмăлпа таврăнчĕç пирĕн чăвашсем. Малашне те пысăк уявсене хутшăнасса шанаççĕ.  (Татьяна Ленотьева, автор сăнӳкерчӗкӗсем).

 


Чуваши Татарстана

Нет комментариев