Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Анат Кама (Нижнекамский)

Чăваш гимназийӗнче тутар ачисем вӗренеççӗ

34 номерлӗ гимнази Тутарстанăн нефтехими центрӗн - Анат Камăн Шинниксен проспектӗнче вырнаçнă. Унта хулари чăваш ачисемсӗр пуçне тутарпа вырăс ачисем те пӗлӳ пухаççӗ. Хутăш çемьесенчен те вӗренекенсем пур. Вӗсем чăвашла пирӗн ачасемпе тан вӗреннисӗр пуçне чӗлхене клас тулашӗнчи занятисенче те ăса илеççӗ. Вӗренекенсем фольклор анмасбльне хутшăнса, ташăçăсен, курай калакансен кружокӗсенче...

34 номерлӗ гимнази Тутарстанăн нефтехими центрӗн - Анат Камăн Шинниксен проспектӗнче вырнаçнă. Унта хулари чăваш ачисемсӗр пуçне тутарпа вырăс ачисем те пӗлӳ пухаççӗ. Хутăш çемьесенчен те вӗренекенсем пур. Вӗсем чăвашла пирӗн ачасемпе тан вӗреннисӗр пуçне чӗлхене клас тулашӗнчи занятисенче те ăса илеççӗ. Вӗренекенсем фольклор анмасбльне хутшăнса, ташăçăсен, курай калакансен кружокӗсенче пӗлӗвӗсене ӳстереççӗ. Гимнази директорӗ Галина Ляхова пултаруллă ачасене хавхалантарса кăна тăрать. 2-мӗш а класра вӗренекен Ралина Сафина, тӗслӗхрен, юрă кружокне çӳрет. Вăл регионсем хушшинчи «Ăçта? Хăçан? Мӗн?» вăйăра тăхтав пулнă вăхăтри тăхтавра «Тăван ен» юрра виçӗ чӗлхепе юрларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев