Патриотсем ӳстеретпӗр
Анат Кама (Нижнекамский)

Патриотсем ӳстеретпӗр

Шкул ачисене патриотла воспитани парасси – пысӑк тӗллевлӗ ӗç. Кам-ха вӑл патриот, мӗн вăл патриотизм? С.И.Ожеговӑн словарӗнче çырнă тăрăх, патриот – патриотлăхпа палӑрса тӑракан çын; мӗнле те пулин ӗç интересӗсене парӑннӑ, мӗне те пулин чун-чӗререн юратакан çын. Патриотизм – Тӑван çӗршыва, хӑвăн халӑхна чунтан-чӗререн юратни.

Апла пулсан, патриотла воспитани парас тӗллев – вӗренекенсене Тӑван çӗршыва чунтан парӑнса юратма, унăн интересӗсене хӳтӗлес тӗлӗшпе гражданла тивӗçе пурнӑçлама тата Конституци тивӗçӗсене пурнӑçлама хатӗр пулма вӗрентесси. 

Февралӗн 20-мӗшӗнче пирӗн гимнази-интернатра Тӑван çӗршыв  хӳтӗлевçин кунне тата Аслӑ Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине халалланӑ «Стройпа юрӑ» конкурс иртрӗ. Ку мероприятире 11-мӗш класс взвочӗ çӗнтерчӗ. Вӗсем конкурса питӗ лайӑх хатӗрленнине кӑтартса пачӗç.

Вера Александровна РАЗИНОВА, химипе биологи вӗрентекенӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


Образование 80-летие Великой Победы Нижнекамск

Нет комментариев