Пирӗн патра питӗ пултаруллă ачасем вӗренеççӗ
Пирӗн гимнази-интернатра питӗ пултаруллă ачасем вӗренеççӗ. Акă 2-мӗш «А» класа кăна илер – хастар, ăслă тата ӗçчен ачасем пӗлӳ илеççӗ кунта. Вӗсем тӗрлӗ конкурссене, олимпиадăсене тата проектсене кăмăлласа хутшăнаççӗ, вӗренӳре те ӗлкӗрсе пыраççӗ. Уйрăмах юрлама, ташлама юратаççӗ.
Гимназири хореографи кружокӗнче чăн талантсем çуралаççӗ. Ачасем халăх ташшине те, хальхи стильлисене те кăмăлтан вӗренеççӗ, шкулти тата хулари мероприятисенче куракансене хăйсен таланчӗпе савăнтараççӗ.
Çавăн пекех вӗренекенсем обществăлла ӗçе те хастар хутшăнаççӗ: ыркăмăллăх акцийӗсене йӗркелеме пулăшаççӗ, субботниксем ирттереççӗ, тăван тавралăха сыхлаççӗ. Ачасем ӗç пӗлтерӗшне ăнланаççӗ, гимнази таврашне илемлетме пулăшакан тӗрлӗ ӗç десантне кăмăлласа хутшăнаççӗ.
Патриотлăх уйăхлăхӗнче пирӗн вӗренекенсем хулари 48-мӗш библиотекăна çитрӗç. Унта вӗсем Сталинград çапăçăвӗн историне халалланă тематика куравӗнче архиври сăнӳкерчӗкӗсемпе, документсемпе, ун чухне пурăннисен асаилӗвӗсемпе кăсăклансах паллашрӗç. Вӗренекенсем Сталинград çапăçăвӗ çинчен документлă фильм пăхрӗç, вăл вӗсене питӗ килӗшрӗ. Библиотека ӗçченӗсем совет салтакӗсемпе Сталинграда хӳтӗленӗ мирлӗ çынсен паттăрлăхӗ çинчен каласа пачӗç.
Библиотекăна кайса ачасем хамăр çӗршыв историйӗ çинчен нумай çӗннине пӗлчӗç, мăн аслашшӗсен паттăрлăхӗпе мăнаçланчӗç. Ку патриотлăх урокӗ вӗсен чӗринче йӗр хăваратех тесе шутлатăп.
34-мӗш гимнази вӗренекенӗсем – пирӗн çӗршывăн малашлăхӗ. Вӗсем – хастар, талантлă та ӗçчен патриотсем – хамăр гимназие хăйсен çитӗнӗвӗсемпе мухтава кăларма пулăшаççӗ, Раççей аталанăвне хăйсен тӳпине хываççӗ.
Ольга Сергеевна АБДУЛКИНА, кӗçӗн классен вӗрентекенӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев