Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Анат Кама (Нижнекамский)

Вăрманта мар, мачча çинче...

Анат Камăри пӗр арçын çак кунсенче çăлавçăсене тӗрӗслесе пăхма шутланă, 112 экстренлă службăна шăнкăравласа «Батыр» йӗлтӗр базин территорийӗнчи вăрманта шăнса ларнине пӗлтернӗ. Оператор лару-тăрăва уçăмлатас шутпа темиçе шăнкăравласан та, арçын телефон трубкине урăх тытман. Çăлавçăсем асăннă вăрмана чăнах та снегоходсемпе кайсах тӗрӗсленӗ, ара, кун пек чух кашни минут шутра. Анчах...

Анат Камăри пӗр арçын çак кунсенче çăлавçăсене тӗрӗслесе пăхма шутланă, 112 экстренлă службăна шăнкăравласа «Батыр» йӗлтӗр базин территорийӗнчи вăрманта шăнса ларнине пӗлтернӗ. Оператор лару-тăрăва уçăмлатас шутпа темиçе шăнкăравласан та, арçын телефон трубкине урăх тытман.

Çăлавçăсем асăннă вăрмана чăнах та снегоходсемпе кайсах тӗрӗсленӗ, ара, кун пек чух кашни минут шутра. Анчах хайхи çыннăн йӗрне те асăрхаман вӗсем. Паллах, 112 служба шӳтлемелли служба мар. Çавăнпа кун пек ултавшăн пуçран шăлмаççӗ. Анат Кама хулинчи йӗрке хуралçисем те çийӗнчех ӗçе пуçăннă. Арçынна вӗсем хăйӗн çурчӗн подъездӗнчи мачча çинче асăрханă. Телефон хулиганӗ чăнах та шăнса вилме пултарнă-ха, мӗншӗн тесен унта вăл ним пӗлми ӳсӗр выртнă. Урамра вара халӗ пӗрре те çуллахи çанталăк мар...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев