«Анастасия» салат
Çăмартана лăкамалла, кăшт шыв, тăвар тата çăнăх хушса лайăх пăтраштармалла. Хутăша çуланă çатма çине ярса икерчӗ пек ăшаламалла.
Сивӗнсен «икерче» çӳхен турамалла. Чăх ашне, ветчинана, пекин купăстине та турамалла. Ингредиентсене пӗрлештермелле, майонез, тăвар тата пăрăç хушса пăтраштармалла.
250 г ветчина, 150 г пиçнӗ чăх ашӗ, 200 г корейла кишӗр, 350-400 г пекин купăсти, 3 çăмарта, 1 кашăк çăнăх, 1 кашăк аçтăрхан мăйăрӗ, майонез, тăвар тата пăрăç кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев