Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Апачӗ тутлă пултăр!

Кавăн яшки пӗçерер тата хӗллехи сивӗ кунсенче чей ӗçме варени хатӗрлер.

КАВĂН ЯШКИ

Хуть мӗнле сортлă кавăн та юрать, анчах пылаккинчен тутлăрах пулать. Кавăна çуса типӗтмелле те хуппинчен тасатса пысăках мар тăваткалсем туса вакламалла. Кастрюльте ирӗлтернӗ услам çу çинче 10 минут ăшаламалла, унтан кăшт çăнăх хушса тата 2 минут тытмалла. Çак вăхăтра сӗте вӗрилентермелле. Ăшаланакан кавăн çине вӗри шыв е какай шӳрпи тата вӗри сӗт ямалла. Вӗреме кӗриччен пăтратса тăмалла. Ун хыççăн кастрюль хуппине хупса вăйсăр çулăм çинче тата 10 – 15 минут тытсан шӗвӗ хăйма, тăвар хушса тата 1-2 минут вӗретмелле. Унтан блендерпа вӗтетмелле. Яшка ытла шӗвӗ пулсан, çулăм çинче тата кăшт тытмалла, çăрарах-тăк вӗри сӗт хушмалла. Кавăн вăрри тата петрушка сапса вӗрилле çисен тутлă.

500 г кавăн, 30 г услам çу, 20 г çăнăх, 400 мл шыв е какай шӳрпи, 150 мл сӗт, 100 мл 10 процентлă шӗвӗ хăйма (сливки) кирлӗ.

 

КАВĂН ВАРЕНИЙӖ

Кавăна хуппинчен шуратса пысăках мар тăваткалсем туса вакламалла та сахăр песокӗ ярса лайăх пăтратмалла. Вăтам çулăм çинче сахăрӗ ирӗлсен çулăма кăшт вăйлатмалла, пăтратса тăрса вӗреме кӗртмелле те сӳнтерсе сивӗтмелле. Хăвăра кирлӗ пек çăраличчен 2-3 хутчен çапла тумалла. Кайранхи хутӗнче корицăпа лимон кислоти хушмалла.

1 кг кавăн, 1 кг сахăр песокӗ, тутă кӗртмелӗх корица тата кăшт лимон кислоти кирлӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты