Апачĕ тутлă пултăр!
Çĕр çырлипе хăмла çырли варенийĕ
Çӗр çырлине лайăх çуса сăрхăнтармалла. Каçпа пысăк таз çине çырласене сийӗн-сийӗн хурса сахăр песокӗпе сапмалла та ирччен хăвармалла. Ирхине лимон кислотине çур стакан шывра ирӗлтерсе çырла çине хушмалла та таза плита çине лартса вӗреме кӗртмелле, 15 минут пӗçернӗ хыççăн çулăма сӳнтермелле. Талăкран варение тепӗр хут çаплах вӗреме кӗнӗ хыççăн 15 минут пӗçерсе илмелле. Таса та типӗ банкăсене тултарса хупламалла, сулхăн çӗрте упрамалла.
1 кг çӗр çырли, 1 кг хăмла çырли, 1,8 кг сахăр песокӗ, 2 чей кашăкӗ лимон кислоти кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев