Апачĕ тутлă пултăр!
Йӗплӗ хурлăхана (крыжовник) çуса тасатмалла та мясорубка витӗр кăлармалла.
Нимӗр çине пӗтнӗк (мята) çулçи, сахăр песокӗ тата желатин хушмалла та çӗр каçма хупкăçпа витсе лартмалла. Банана хуппинчен тасатса çӳхе çаврашкасем çине турамалла, йӗплӗ хурлăхан нимӗрӗ çине ярса пăтраштармалла. Унтан плита çине лартса 5 минут вӗретмелле, ликер (пӗтнӗк курăкӗ тутилли) хушмалла, стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла.
500 г йӗплӗ хурлăхан, 2 банан, 2 турат пӗтнӗк курăкӗ, 750 г сахăр песокӗ, çур стакан ирӗлтернӗ желатин, 4 кашăк ликер кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев