Çăварни икерчи – кефирпа тата вĕри шывпа
Çăмартана лăкамалла. Сахăр песокӗ хушса тата лайăх пăтраштармалла. Унтан кефир хушмалла.
Пăтраштарса тăнă май 1 стакан тин вӗренӗ шыв хушмалла. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн çăнăх тата тăвар ярса чуста хатӗрлемелле. Лайăх лăканă чустана пӗр 15 минут ахалех лартмалла. Унтан тип çу хушса пăтраштармалла та çуланă çатма çинче икерчӗ ăшаламалла.
1 стакан кефир, 1 стакан çăнăх, 1 çăмарта, 1 кашăк сахăр песокӗ, 1/3 чей кашăкӗ апат соди, 2 кашăк тип çу, пӗр чӗптӗм тăвар кирлӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев