«ÇЕМЬЕ ВУЧАХӖ» салата хĕлле валли хатĕрле
Хăяра çумалла та пӗчӗк тăваткалсем çине турамалла. Маринад хатӗрлемелле: шыв çине уксус хушмалла та вӗреме кӗртмелле, туранă хăяр çине ямалла. 1 сехетрен маринада каялла ярса илмелле.
Хăяра стерилизациленӗ банкăсене тултармалла, горчица вăрри, орегано, базилик, ваккăн туранă суханпа ыхра хушса пăтраштармалла. Маринада марля витӗр сӗрсе илмелле те тепӗр хут вӗреме кӗртмелле, сахăр песокӗ тата тăвар хушса тата 2 минут вӗретмелле, банкăсене ямалла. Банкăсене стерилизацилемелле: çур литрлине — 10 минут, 1 тата 3 литрлисене — 15 минут. Хупласан банкăсене пуçхӗрлӗ çавăрса хумалла, сивӗниччен çаплах тытмалла. Кайран сулхăн çӗрте упрамалла.
5 кг хăяр, 150 г горчица вăрри, 1 кашăк туранă базилик, 1 чей кашăкӗ типӗтнӗ орегано, 100 г пуçлă сухан, 1 пуç ыхра; маринад валли — 2,5 л шыв, ¾ стакан 9 процентлă уксус, 1 стакан сахăр песокӗ, ¾ стакан тăвар кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев