Çӗрулми – тар-тар соуспа
Çӗрулмине шуратса малтан тăватшар пай çине касмалла, унтан кашнине тата икшер пая уйăрмалла. Лайăх çумалла та дуршлаг çине хурса шывне сăрхăнтармалла.
Савăта хурса тăвар, типӗтнӗ техӗмлӗ курăк, паприка, вӗтетнӗ е пресс витӗр кăларнă ыхра, тип çу хушса лайăх хутăштармалла. Пергамент хут сарнă противень çине хурса духовкăра (200 градус) 30-35 минут пӗçермелле.
Çӗрулмипе çиме тар-тар соуса çапла хатӗрлемелле: кирлӗ ингредиентсене блендерпа пăтраштармалла – соус хатӗр те.
Çӗрулми, типӗтнӗ техӗмлӗ курăк (приправа), паприка, 2 шăл ыхра, 2-3 кашăк тип çу; соус валли 2 тăварланă хăяр, 2 шăл ыхра, 2 кашăк хăйма, 2 кашăк майонез, кăштах ешӗл петрушка е укроп кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев