Çӗрулми запеканки
1-1,5 кг çӗрулми, 0,5 кг шампиньон, 2-3 помидор, 2-3 пуç сухан, типӗре усă куракан майонез, тип çу, тăвар тата пăрăç кирлӗ
Çӗрулмине шуратса турамалла та кастрюле ярса шыв хушмалла, пӗçерме лартмалла. Вӗреме кӗнӗ хыççăн 20 минут пӗçермелле. Сухана шуратса ваккăн турамалла. Кăмпана та çуса турамалла, суханпа пӗрле тип çу çинче ăшаламалла, тăвар хушмалла, сивӗниччен кӗтмелле. Çӗрулми пиçсен ун пиçнӗ шывне пӗтӗмпех тенӗ пек (кăшт хăварса) тăкмалла. Çӗрулмине тӳмелле, тăвар, кăмăл пулсан специсем хушмалла. Формăна тип çупа çуламалла та çӗрулми нимӗрӗн 1/3 пайне тӗпне хурса тикӗслемелле. Ун çине пӗр сий суханпа ăшаланă кăмпа, унтан каллех çӗрулми нимӗрӗ. Çӗрулми çине — помидор çаврашкисем хурса тухмалла. Çиелтен юлнă çӗрулми нимӗрӗпе хупламалла та типӗре усă куракан майонезпа сӗрмелле. Духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле.
1-1,5 кг çӗрулми, 0,5 кг шампиньон, 2-3 помидор, 2-3 пуç сухан, типӗре усă куракан майонез, тип çу, тăвар тата пăрăç кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев