Яшка – кăмпапа тата урпа кӗрпипе
Перловкăна çур сехет хушши уйрăммăн пӗçермелле. Çав хушăра тип çу çинче теркăпа хырнă кишӗрпе ваккăн туранă сухана ăшаламалла.
Вӗсем çемçелсен çавăнтах туранă кăмпа хушса 6-7 минут ăшаламалла. Пахча çимӗçпе кăмпана вӗрекен шыва ямалла, çӗрулмипе уйрăммăн ăшаласа илнӗ помидор, тăвар, специсем ярса 15 минут пӗçермелле. Унтан пӗçернӗ урпа кӗрпине хушмалла, 5 минут вӗретсен кастрюле çулăм çинчен илмелле. Яшка çийиччен пӗр çур сехет тутлăланса ларсан аван.
100 г урпа кӗрпи (перловка), 1 кишӗр, 200 г шампиньон, 3 çӗрулми, 2 помидор, 2 л шыв, специсем кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев