Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

КĂПĂШКА ИКЕРЧӖ

500 г çăнăх, 450 мл сӗт, 2 çăмарта, 2-3 кашăк тип çу, 2 кашăк сахăр песокӗ, 1 чей кашăкӗ типӗ çӗпре, çур чей кашăкӗ тăвар, 2 г ванилин кирлӗ.

Чашăк çинче 200 г алланă çăнăх, сахăр песокӗ, ванилин тата çӗпре хутăштармалла, ăшă сӗт хушса лайăх пăтраштармалла. Çур сехет ăшă çӗрте лартмалла. Çăмартана уйрăммăн вилкăпа лăкаса кăпăклантармалла та чуста çине хушмалла. Тип çу, тăвар, юлнă çăнăха хушса лайăх пăтраштармалла. Чустана 40–45 минутлăха ăшă çӗре лартмалла. Палăртнă вăхăт иртсен кăшт тип çу ярса хӗртнӗ çатма çине кашăкпа ăсса хурса икӗ енӗпе те ăшаламалла. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев