Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Кăвакалтан рулет

Кӗркунне тутă апат вăхăчӗ. Чăвашăн çуллахи апачӗ ытларах пахча-çимӗçрен, сӗт юр-варӗнчен тăнă пулсан халӗ калориллӗрех апата çиес килет. Ку ӗнтӗ этем физиологийӗпе те çыхăннă. Халӗ ялта шăпах кăвакал ӗлкӗрсе çитнӗ вăхăт. Ун ашӗ вара тутлă та сӗтеклӗ. Паян эпир сире кăвакал ашӗнчен рулет тума вӗрентӗпӗр. Ку рецепта хамăрпа мӗн авалтан çуммăн пурăнакан тутар халăхӗн наци апатӗнчен илтӗмӗр. Тутарстанра пурăнатпăр-çке.

Кăвакал ашне шăммисенчен тата тирӗнчен уйăрмалла. Анчах тирне ан пăрахăр, вăл кирлӗ пулать. Какайăн пӗр пайне аш арманӗпе авăртса кăлармалла. Пулнă фарша тăваткалласа туранă пӗверпе тата юлнă ашпа, мускат мăйăрӗпе хутăштармалла. Кишӗрпе çăмартана пӗçерсе шуратмалла. Кишӗре вăрăмрах хулăн лапша евӗр вакламалла. 

Кăвакал тирне ывăс çине тирпейлесе сарăр та хӗрринчен пӗр вунă сантиметр шаларах пулнă хутăша хурăр. Унтан тикӗслесе майлаштарса ун çине кишӗр таткисене пӗр-пӗрин çумне параллельлӗ хурса тухăр. Кишӗр хушшине вара путене çăмартине вырнаçтарăр. Унтан çак сие юлнă фаршпа хуплăр. Вара рулет пек çавăрăр та хулăн çиппе çыхса 180 градус таран хӗртнӗ духовкăна 40-50 минута пӗçерме лартăр. 

Рулета сивӗлле çимелле. Сӗтел çине касса, шурçырлипе, укроппа илемлетсе лартăр. 

Ингредиентсем: кăвакал – 1 штук (2,2-2,5 килограмли), кишӗр – 100 грамм, путене çăмарти – 10 штук, кăвакал пӗверӗ – 300 грамм, тутă кӗртмелӗх мускат мăйăрӗ, тăвар, хура пăрăç.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты