Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Мăнкун

Иçӗм çырлине лайăх çуса типӗтмелле. Тăпăрча ала витӗр пусса кăлармалла, сахăр песокӗ тата ванилин хушса лайăх хутăштармалла.

Çемçе услам çу, хăйма, сгущенка хушса пăтраштармалла. Юлашкинчен иçӗм çырли хушмалла. Мăнкун тумалли форма ăшне нӳрӗ марля сарса хумалла, тăпăрч хутăшне тӳсе тултармалла, çиелтен марльăпа витмелле те турилкке хурса йывăр япалапа пусармалла. Тăпăрч хутăшӗ тултарнă формăна хăйне те савăт çине лартмалла, мӗншӗн тесен пусăрăннă май унран ытлашши шӗвек юхать. 7-8 сехет сивӗ çӗрте тытсан мăнкун хатӗр. 

600 г çуллă тăпăрч, 130 г услам çу, 130 г хăйма, 200 г сгущенка, 3 кашăк сахăр песокӗ, 1 чей кашăкӗ ванилин, 100 г иçӗм çырли кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты