Чăх ашне пӗçермелле, сивӗнсен турамалла. Апельсинăн хуппине шуратмалла, пайсем çине уйăрса вăррисене кăлармалла, пленкине сӳсе илмелле. Турамалла.
Пиçнӗ çăмартана шуратмалла та турамалла. Сыра вӗтӗ шăтăклă теркăпа хырмалла. Хатӗр ингредиентсене сийӗн-сийӗн вырнаçтармалла: чăх ашӗ, майонез, корейла кишӗр, апельсин, çăмарта, майонез, сыр, çăмарта. Çиелтен туранă укроп сапмалла.
500 г чăх ашӗ, 300 г корейла кишӗр, 2 апельсин, 300 г сыр, 4 çăмарта, майонез, туранă укроп кирлӗ.
Нет комментариев