Çăнăхпа разрыхлителе хутăштармалла, сахăр песокӗ хушмалла. Уйрăм савăтра пылпа тип çăва пӗрлештермелле. Енчен те пыл хытса кайнă пулсан ăна малтан ирӗлтермелле.
Пылпа тип çу хутăшне çăнăхлă хутăшпа пӗрлештермелле. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн шыв хушса çемçе чуста çăрмалла. Хатӗр чустана 3-4 миллиметр хулăнăш йӗтӗрлемелле. Ятарлă хатӗрпе (е стаканпа) фигурăсем касса кăлармалла, пергамент сарнă противень çине хурса 180 градус таран хӗртнӗ духовкăна лартмалла. Хатӗр пуличчен пӗçермелле.
160 г çăнăх, 70 г сахăр песокӗ, 80 г пыл, 40 г тип çу, 40 мл шыв, 1 чей кашăкӗ разрыхлитель кирлӗ.
Нет комментариев