Тутлă шампиньон
Тӗпелте

Тутлă шампиньон

Шултра шампиньона çуса типӗтмелле те таса целлофан пакета хумалла.

Вӗтетнӗ ыхра, соя соусӗ, итали курăкӗсем (типӗтнӗ приправа), тип çу, хăйма е майонез хушса пакета пушă вырăн хăварса çыхмалла. Силлесе лайăх хутăштармалла. Унтан шампиньона пакетран сӗткенӗ-мӗнӗпе фольга сарнă форма çине хумалла. 180 градус таран хӗртнӗ духовкăра 20-25 минут пӗçермелле. 

400 г шампиньон, 3 шăл ыхра, 2 кашăк соя соусӗ, приправа, 1 кашăк тип çу, 2 кашăк хăйма е майонез кирлӗ. 


Рецепты

Нет комментариев