Вак кукăль
Çӗрулмине пӗçермелле те нимӗр тумалла. Сухана ваккăн тураса тип çу çинче ăшаласа илмелле, унтан çӗрулми нимӗрӗпе пӗрлештермелле.
Çӗпрене ăшă шыва ярса ирӗлтермелле, тип çу, сахăр песокӗ, тăвар тата çăнăх хушса чуста çăрмалла. Вăл пит хытă та ан пултăр, алă çумне те ан çыпăçтăр. Хатӗр чустаран аçтăрхан мăйăрӗ пысăкăш шариксем татса иле-иле йӗтӗрлемелле те ăшлăх хурса вак кукăльсем тумалла. Тип çу çинче икӗ енчен те ăшаламалла.
0,5 л ăшă шыв, 30 г çӗпре (типпи пулсан 10 г), 0,5 стакан тип çу, 3-4 стакан çăнăх, 1 кашăк сахăр песокӗ, тăвар; ăшлăх валли 3 çӗрулми, 1 пуç сухан, тăвар, пăрăç, ăшалама 300 – 350 г тип çу кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев