«Евровиденире» – чăвашсем
«Евровидение» хутшăннă Элина Нечаевăра чăваш юнӗ чупать.
Португалири Лиссабонра майăн 8-12-мӗшӗсенче иртнӗ «Евровидени – 2018» конкурс кăçал пирӗншӗн, чăвашсемшӗн, уйрăмах асра юлчӗ. Историре пӗрремӗш хут унта чăваш юнӗллӗ юрăç хутшăнчӗ. Вăл – Элина Нечаева. Эстони çӗршывӗнчен, Таллинра çуралса ӳснӗ. Несӗлӗсем эстонсем, вырăссем тата чăвашсем. Элина 2016 çулта Эстонири музыкăпа театрапо академийӗнче «классикăлла юрласси» специальноçа алла илнӗ.
Элина Нечаева конкурса «La Forza» (итальян чӗлхинчен «Вăй» тесе куçать) юрăпа хутшăнчӗ. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш çурма финалта Элина телекуравçăсен фаворичӗччӗ те,10 финалист йышне кӗчӗ. Шел те, 12-мӗшӗнче чăваш юнӗллӗ юрăçа питех ăнмарӗ, вăл 8-мӗш вырăн йышăнчӗ. Конкурса 26 çӗршыв юрăçи хутшăннине шута илсен, ку та япăх мар.
Пӗрремӗш вырăна кăçал Израиль юрăçи Нетте Барзилай çӗнсе илчӗ. Çитес çул «Евровидени» шăпах Кипрта иртӗ. Шел те, пирӗн юрăçа Юлия Самойловăна та ăнмарӗ, вăл финала лекеймерӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев